Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хуйхи те, савӑнӑҫӗ те пулнă

Мария Максимовнан 14 мӑнукпа 3 мӑнук пур.

Матак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, ҫак кунсенче хӑйӗн 90 ҫулти юбилейне палăртса ирттернӗ Мария Максимовна Порфирьевана шкулта икӗ класс ҫеҫ пӗтерме тӳрӗ килет. Малалла вӑл вӗренме пултарайман, мӗншӗн тесен ҫав ҫулсенче Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫи пынӑ, ялта выҫлӑх пулнă, тăхăнма тумӗ те пулман. Ачаранпах вӑл уй-хирте ӗҫлеме пуҫлать, пучах пуҫтарма пулӑшать. Унтан хушнине итлекен хӗрачана, паллах, ытти ӗҫсене те хушаççӗ.

Мария Максимовна Чӑваш Паснапуç ялӗнчи Петр Александровичпа çемье çавăрать. Çамрӑксем ялта тӗпленсе юлаççӗ.

Юбилярӑн пӗтӗм ӗҫӗ-хӗлӗ Чӑваш Паснапуçӗпе ҫыхӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен колхозра тӗрлӗ ӗçсем пурнăçлать. Унӑн мăшăрӗ Петр Александрович тивӗçлӗ канăва тухиччен тата ун хыççăн та темиҫе ҫул колхозра комбайнер пулса ӗҫлет. Мăшăрӗпе пӗрле вӗсем ҫичӗ ачана çут тӗнче парнелеççӗ. Шел те, вӗсен икӗ ачи ача чухне, пӗр ывӑлӗ 34 ҫулта трагедилле вилеççӗ.

Паян Мария Максимовна хӑйӗн килӗнче пӗчченех пурӑнать, тесен те, ялта хӗрӗ Елизавета тата унăн ҫемйи пур. Вӗсем амăшне пур ӗҫре те пулӑшса, пăхса тăраççӗ. Иккӗмӗш хӗрӗ вара, Кӗҫӗн Аксу ялӗнче пурӑнать, вӑл та амӑшӗ патне час-часах çӳреме тăрăшать. Елизавета амăшӗ паян та пур ӗçе те хӑйех тӑвасшӑн пулни çинчен калаçрӗ.

— Анне ӗлӗк-ӗлӗкренех ӗçченччӗ пирӗн. Паян та, çавăн пекех, урайне те, япалисене те хăех çăвасшăн, анчах эпир ăна ирӗк памастпăр ӗнтӗ, — тет.

Клавдия аппа хăй нимӗншӗн те ӳпкелешмест.

— Куҫсем те лайăх кураççӗ, пӗлӳ илме тӳрӗ килмен пулин те, ҫыратăп та, вулама та пӗлетӗп, — тет 

Юбилей ячӗпе саламлама килнӗ хӑнасене: инфратытӑма аталантарас енӗпе ӗҫлекен Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин çумне Радик Багаутдинова, Степан Унискова тата ялти библиотекăн библиотекарьне Наталья Пустынинана та вӑл савăнсах кӗтсе илчӗ, хăйне манманнишӗн тав турӗ.

— Çавăн пекех, тав сăмахӗсене районти тӗп больницӑн врачӗсемпе медицина сестрисене те пӗлтерессӗм килет, — тет вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев