2023 çулăн 11 уйӑхӗнче республика ҫулӗсем ҫинче 418 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 16 ача вилнӗ тата 437-шӗ тӗрлӗ шайри суран илнӗ.
Кӑҫалхи çулăн декабрӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи январӗн 8-мӗшӗччен республикӑра, ҫав шутра районта та, ачасен ҫул-йӗрпе транспорт травматизмне профилактикӑлама янӑ анлӑ масштаблă «Хӗллехи каникул» мероприяти иртӗ.
Ачасене транспорт хатӗрӗсенче турттарнӑ чухне аварипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру уйрӑмах пӑшӑрхантарать. Ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансен асӑннӑ категорийӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру ҫивӗчленсе пынипе, ачасем массӑллӑ пурӑнакан вырӑнсенче вӗсене илсе çӳретмелли ҫул-йӗр правилисене пӑсасран асӑрхаттарас енӗпе мероприятисем иртӗҫ.
Çул-йӗр правилисене шута илмен пӗчӗк ҫуран ҫынсем те автоинспекци ӗçченӗсен тимлӗхӗнчен пăрăнса юлмӗҫ. Вӗсен ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пӑснин фактне полици ӗçченӗсемпе, çамрăк инспекторсен юхӑмӗн отрячӗсемпе, педагогсен, ашшӗ-амӑшӗн комитечӗсемпе пӗрле асăрхаттарӗç. Çул-йӗр правилисене пӑсни ҫинчен информацие ҫуран ҫынсен вӗренекен вырӑнсене, вӗсемпе профилактика ӗҫӗсем ирттермешкӗн парӗç.
Ҫавӑн пекех, пӗлӳ паракан организацисенче полици ӗçченӗсем вӗренекенсемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе профилактика калаҫӑвӗсем ирттерӗç. Тематика лекцийӗсем автотранспорт предприятийӗсенче тата ытти организацисенче иртӗç.
Начар ҫанталӑк условийӗсемпе ҫыхӑннӑ май, Тутарстан Республикинчи Шалти ӗçсен министерствин районти автоинспекторӗсем ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене пурне те тимлӗ, асӑрхануллӑ пулма тата ҫутта тавăракан элементсемпе усӑ курма чӗнсе калаççӗ.
Справка
2023 çулăн 11 уйӑхӗнче республика ҫулӗсем ҫинче 418 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 16 ача вилнӗ тата 437-шӗ тӗрлӗ шайри суран илнӗ.
Нет комментариев