Анне кунӗнче ачасенчен кăна мар, кӗтмен парнесем те илесси — икӗ хут савӑнӑҫ. Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурăнакан Гльзиян Хасанована çавăн пек савăнăç туйма пӳрчӗ
Гльзиян Хасиятулловнана Тутарстан Республики Ӗç, ӗçлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинчен Хисеп грамоти килчӗ.
Хисеплӗ парнене Гльзиян Хасиятулловна ачасене воспитани парас тата ҫемьери йӑла-йӗркесене ҫирӗплетес тӗлӗшпе çитӗнӗвӗсемшӗн тивӗçрӗ. Хисеп грамотине тата район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн Анне кунӗпе саламлă çырăвне, чечек çыххине район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата Кивӗ Шӗмӗршел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильгамия Мухитова пачӗҫ.
Гльзиян Хасиятулловна Чӑваш Республикин Комсомольски районӗнчи Элпуç ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1976 ҫулта Кивӗ Шемӗршел ялӗн каччипе Иршат Тимершаевичпа паллашса, пӗрле çемье çавăраççӗ вӗсем.
Çемьере тӑватӑ ывӑл тата пӗр хӗр ҫут тӗнчене килет. Ачасем туслă та тирпейлӗ пулса ӳсеҫҫӗ, лайӑх вӗренеҫҫӗ. Ӗҫпе пурнăçа илсе пынă ҫемьере яланах ыр кăмăллăх тата пӗрне-пӗри хисеплес туйăм хуҫаланать. Аслăраххисем ашшӗ-амӑшне кӗҫӗннисене воспитани пама пулӑшаҫҫӗ.
Паян ачисенчен кашниех пурнăçӗсенче хăйсен çулне тупнă — ҫӗршыва юрăхлă çынсем пулса пурӑнаҫҫӗ. Шел, мăшăрӗ Иршат Тимершаевич вилнӗренпе ултӑ ҫул та иртнӗ. Çакă савăнăçлă — ачисем пурте йăваран вӗçсе тухса, хăйсен вырăнӗсене тупса, çемьеллӗ пурăннине курса, вăл мӑнукӗсене ачашласа юратса пурăнса юлма пултарнă.
— Гльзиян Хасиятулловнана ялта пурте ырӑ та кӑмӑллӑ çын пулнă май пӗлетпӗр. Ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра доярка пулса ӗçлерӗ, пӑрусем пӑхрӗ, ача садӗнче те ӗçлесе илчӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, пӗтӗм пурнӑҫне ҫемйине халалласа, ырă пурнӑҫ йӗрки илсе пычӗ, — тет Ильгамия Мухитова хӑйпе пӗр ял ҫынни ҫинчен.
Уяв кунӗнче нумай ачаллӑ амӑшне ачисемпе мăнукӗсем те саламлама килнӗччӗ. Гльзиян аппан чун-чӗри те, пӳрт ăшӗ те çуталса кайнă пек пулчӗ. Кирек мӗн тесен те, хӗрарӑм ачисемпе телейлӗ çав...
Нет комментариев