Хăйӗ ӗçӗн ăсти
Кондитер изделийӗсен ăстин ӗҫӗпе паллашас кӑмӑл пире Хураката ялне, Нафиса Замалетдинова патне илсе ҫитерчӗ
Ку хӗрарӑмӑн хӑйӗн лавкки тата çавăнпа çыхăнтарса тунă кондидер изделийӗсем хатӗрлемелли уйрăмӗ пур. Лавккапа цех Анат, Аслă Хураката тата ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансене ӗçлӗ пулăшу кăтартать.
Пельменӗсене хӑйсем туса хучӗç, лапшине те касрӗҫ, кондитер изделийӗсене те пӗҫерчӗҫ, мантисем, чак-чакне те тусан, ман ума кӑткӑсем пек чупса çӳрекен ӗçченсем тухса тӑнăччӗ. Ӗçӗсем йывӑр-тăр, шӑрӑх пулӗ, пур ҫӗрте те ҫу шӑрши кӗрет пулӗ, тенӗччӗ те, темиҫе ҫынна кăна курсан, тӗлӗнсех кайрӑм. Шӑрӑх мар, çуннă ҫу шӑрши те кӗмест. Гулиза Хусаинова хӑйӗн ӗҫне тӳсӗмлӗн, лӑпкӑн пурнӑҫласа çӳрет. Васкамалли те, хыпаланни те ҫук.
Нафиса Замалетдинова каланӑ тӑрӑх, продукцие кунта, тӗпрен илсен, заказпа хатӗрлеççӗ иккен.
Ку уйрăмра пиçнӗ тутлă кондитер изделийӗсене Çӗпрел ҫыннисем ҫеҫ мар, ҫывӑхри районсемпе хуласенче пурӑнакансем те кăмăллаççӗ иккен. Кăмăлламасăр тăма та пулмасть: вӗсене питӗ тӑрӑшса та юратса хатӗрленӗ вӗт. Хӑйсен аллисемпе чустаран хатӗрленӗ изделисем лавккан ҫӳлӗкӗсене те илемлетеççӗ.
— Кукӑль, муравейник, губади тата ытти çавăн пек чустаран хатӗрленӗ изделисене пӗçерсе эпир Ульяновск облаҫӗнчи, Чӑваш Енри лавккасене те леçетпӗр. Пирӗн кукӑльсене, çаплах, Тула хулинче та пӗлеҫҫӗ, — тет лавкка хуçи.
Нафиса Замалетдинова — Хураката ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер. Хӑй ӗҫне йӗркелесе яриччен районти потребительсен обществин системинчи лавккасенче сутуҫӑра ӗҫлет. Унтан районти потребительсен обществи салансан, лавккасем пӗрин хыҫҫӑн тепри хупӑнаҫҫӗ, Нафиса та вара хӑйӗн ӗҫне йӗркелесе, ӗҫлесе пӑхма шут тытать. Çакăн енӗпе пухнӑ опыт та ӑна питӗ пулӑшать.
Малтан вӗсем ялӗнче киоск вырнаçтараççӗ, унта суту-илӳ ӗçӗ йӗркелесе яраççӗ. Унтан лавкка туса лартма шутлаҫҫӗ. Ҫав ҫулсенче ӗç пуçлакан предпринимательсене пулӑшмалли программӑсем те пулман-ха. Ҫапах та вӗсем аптраса ӳкмеççӗ, лавкка валли здани туса, лавккана хута яраççӗ. Унтан майӗпен пӳлӗм туса, кондитер изделийӗсем те пӗҫерме пуҫлаççӗ. Паян кондитер изделийӗсем пӗçермелли уйрăм — пекарьня кӗрлесе ӗçлесе тăрать. Кунта повар Гулиза Хусанинов та ӗҫлет. Вăл ылтӑн алӑллӑ повар. Кондитер изделийӗсем, ҫурма фабрикатсем те хатӗрлет. Чи пахи — вӑл хӑйӗн ӗҫне юратса тӑвать. «Эпӗ кашни изделие хамӑн ҫемье валли хатӗрленӗ пек хатӗрлетӗп», — тет вӑл.
Заказсем нумай пулсан вара, вӗсем хӑйсем кăна ӗлкӗреймен вăхăтра, ҫак ӗҫе темиҫе ял ҫыннине те явӑҫтараҫҫӗ. Ӗҫ нумай вӗт — чустаран хатӗрлекен изделисем нумай: муравейник, бавырсак, губади, треугольник, тӗрлӗрен, пысăк тата пӗчӗк кукăльсем, ҫӑкӑр, кукӑльсене кӑна та 25 тӗрлӗ ăшлăх хурса пӗҫереҫҫӗ. Ку чухнехи «Хот-догсем», «сосиски в тесте» пеккисене те, сӗт вӗретсе сахӑр та тăваççӗ. Юлашки ҫулсенче пельменьсем, мантисем, голубцы, котлетсем, фаршланӑ пӑрӑҫ евӗрлӗ ҫурма фабрикатсем хатӗрлесе те халӑха сӗнме пуҫланă.
Нафиса Замалетдинова вара, йăлана кӗнӗ тăрăх, хăйсен кондитер изделийӗсене валеçсе çӳрет. Вăл Ульяновск облаҫӗнчи Нагаткино, Тимӗрҫель тата Чӑваш Республикин районӗсенчи лавккасене те договор тӑрӑх хатӗрленӗ кондитер изделийӗсене леçсе парать. Лавккисене таварсене те хӑй турттарать. Унта Айгуль Измайлова унăн пулӑшуҫи пулса ӗҫлет.
— Районти потребительсен обществин ертӳҫи пулнӑ Арифзян Хайруллин халӑхӑн пахалӑхлӑ пулӑшӑвӗн нумай ене вӗрентрӗ. Унӑн «Лавккан ҫӳлӗкӗсем ҫынсене илӗртмелӗх илемлӗн тата тулли пулччӑр», тенӗ сӑмахӗсем ӗмӗр тӑршшӗпех асра. Паллах, хатӗррине никама та кӳрсе памаҫҫӗ. Паян тӑрӑшуллăху та, кӑмӑлу та пулсан, мӗн кирлине пурне те çӗнсе илме пулать. Самана йывӑр тесе шутлакансене те ӑнланмастӑп. Йывӑр мар — сывлӑху пур чухне пурне те ӗçлесе пăхмалла, — тет Нафиса Замалетдинова.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев