Хыпарсем

Хаҫат тусӗ

Шкултан таврӑннӑ улттӑмĕш класра вĕренекен Артём шавласа кӗчӗ пӳлĕме. Асламӑшĕ нуски ҫыхса лараканскер мӑнукĕ еннелле ҫаврӑнчĕ.

— Асанне кур-ха, манӑн заметка хаҫатра пичетленнӗ, — терĕ хаҫатне кӑтартса.
— Мӗн пирки вара ҫыртӑн? Кӳр-ха, вуласа тухам, — терӗ Ольга Васильевна хаҫатне аллинчен илсе.
— Шкулта пӗр классра вӗренекенсемпе ватӑ ҫынсене пулашма кайни ҫинчен, — хавхаланса калаҫрĕ мӑнукĕ.

Хаҫатра пичетленсе тухнине тимлĕн вуласа тухсан сӑмах хушрĕ:
— Маттур та эсӗ, аван ҫырнӑ тимуровецсем пирки. Ваттисене пулӑшни — хисеплӗ. Тĕл пулсан сывлӑх сунма ан ман. Малашне те шкул пурнӑҫĕ пирки ҫырса тӑр.
— Тавах сана, ырӑ сӑмахсемшĕн асанне. Тӑрӑшатӑп яланах. Валентина Николаевна вӗрентекенӗн урокӗсене питӗ тимлĕн итлесе ларатӑп. Чӑваш ҫыравҫисем ҫинчен нумай пӗлетпĕр. Вӗсен кӗнекисене те библиотека кайса илме сĕнет. Вулама питӗ кӑмӑлланипех пуль, сочиненисем те ҫырма юрататăп.

... Вӑхӑт малаллах шӑвать, Артём та халӗ ӳссе ҫитӗннӗ. Педагогика университетне вӗҫлесе аслӑ пӗлу илчӗ. Ҫемье ҫавӑрса Шупашкар хулинче пурӑнать. Мӑшӑрĕпе Марина Ксенийӑпа Егора ҫитĕнтереҫҫĕ. Артем Николаевич пĕр шкулта чӑваш чĕлхине вĕрентет. Хулара пурӑнсан та ачасемпе чӑвашла пуплет, вулама, ҫырма хӑнӑхтарать. Литература музейĕнче иртекен ҫыравҫӑсемпе тĕлпулусемпе каҫсене илсе ҫÿреме тӑрӑшать.

Мĕн чухлĕ кĕнеке шĕкĕлчемен-ши ача чухне? Хаҫат-журналсемпе халĕ та туслӑ ҫыхӑнура. Хӑй те «Тӑван Атӑл» литература журналне калавсем ярса тӑрать, пичетленсе тухсан ҫийĕнчех тепĕр хут вуласа тухать. Асламӑшĕн ырӑ сĕнӳ-канашĕсене яланах асра тытса тӑрать. Ал ҫырӑвĕсене тирпейлĕн упраса пĕр папка пухса пырать. Пухмачне пайтах пуҫтарӑннӑ.

Çырнисем нумайлансан кĕнеке издательствине пухнӑ калавĕсен, тĕрленчĕкĕсен, сӑввисен пуххине кӑтартма кайрĕ. Йышӑнса юлчĕҫ ĕҫлекенсем. Редакторсем ҫыру ĕҫĕсене пӑхса, шӑйрӑкĕсене тĕрĕслесе тухса калӑпласа ҫитерсен, нумай вӑхӑт та иртмерĕ «Пурнӑҫа юратса» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Кĕнеке кӑларасси ҫӑмӑлах мар пулин те, тӑкакĕсене саплаштарчĕ. Хуплашки ҫинче ҫуралса ÿснĕ тӑван ял сӑнарланнӑ. Кĕнекине алла илсен тĕшши те страницисене уҫса паллашнинчен пуҫланать. Шкул, тӑван ял, ҫамрӑклӑх ҫулĕсем пирки калавсем кĕнĕ. Сӑвӑ йĕркисем тепĕр пайра вырнаҫнӑ.

Иртнĕ эрнере литературӑна кӑмӑллакансем, тус-юлташĕсем вулавӑша пухӑнса ҫĕнĕ кĕнекене пахаллама пуҫтарӑнчĕҫ. «Пĕрремĕш пĕлĕм кумакаллӑ тенешкел» кашни хӑйĕн шухӑшĕсене пĕлтерчĕҫ. Çавӑн пекех, нумай ырӑ сунӑмсем янӑрарĕҫ каҫра. Малашне те тата та ытларах ҫырма сĕнчĕҫ. Автор алӑ пусса парнелерĕ юратнӑ вулаканĕсене пĕрремĕш кĕнекине.

Çыравҫӑсен союзĕн ертӳҫи Максим Антонов вара литература анин пайташне кĕртнине ҫирĕплетекен удостоверени парса чысларĕ. Ку пысӑк кĕтменлĕх пулчĕ Артем Васильева. Пурне те пысӑк тав сӑмахĕсене пĕлтерчĕ, питĕ хĕпĕртерĕ ҫак каҫа илем кӳнӗшĕн.


Нет комментариев