Коррупци вӑл — пур ҫынна та пырса тивекен проблема.
Вӑл тӗрлӗ формӑсемпе, тӗссемпе палӑрать. Унӑн чи анлӑ сарăлнă форми — взятка илни.
Шел пулин те, пысӑк ушкӑнри çынсемшӗн, йӑлари ыйтусене татса панӑ чухне вак-тӗвек взяткӑсем пани вӗсене хӑйсен шухӑшӗсене тата мораль тӗлӗшӗнчен чарусене хирӗҫлемест.
Коррупци процесӗнче яланах икӗ ен хутшӑнать: взятка паракан тата взятка илекен. Взятка паракан — чылай чухне коррупцин тӗп ҫӑлкуҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пур чухне, ҫак взяткӑсене йышӑнакансем те тупăнаççӗ.
Яланах тӗрӗс йышăну ту:
— взятка ан пар;
— хӑвӑрăн чысăра тӗпе хурса кирлӗ результатсем тума тӑрӑшӑр.
Пирӗн ҫӗршыв та, эпир пурсӑмӑр та начар пурнӑҫа тивӗҫлӗ мар. Ҫавӑнпа та чыслă пурӑнмалла, ҫынлăхлă пулса, тӳрӗ кӑмӑллӑ та закона пӑхӑнакан гражданин пулмалла, ӗмӗр тăршшӗпе ҫын пулса юлмалла!
Нет комментариев