Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Вӗсем манăçмӗç!

Раҫҫейре çулсерен палăртакан çак паллă датăна 2014 çулта Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин вăя кӗртнӗ.

«Паллӑ мар салтак кунне» ҫӗршывăмăрăн территорийӗнче е унӑн тулашӗнче ҫапӑҫу хирӗнче пуç хунă, ячӗ паллӑ мар юлнă Раҫҫей тата Совет салтакӗсен ячӗпе тунă. 

Çак кун районта Ӗç тата Мухтав монуменчӗ умӗнче митинг иртрӗ. Мероприятире ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, юнармеецсем, форпостистсем, ӗҫ ветеранӗсем, районти организацисен коллективӗсем хутшӑнчӗҫ.

— Тӑван çӗршыв тăнăç-лăхӗшӗн кӗрешнӗ геройсене манма пирӗн ирӗк çук, — тесе палăртса иртрӗ митинг вӑхӑтӗнче районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов.

Мероприяти вӑхӑтӗнче Ӗмӗр сӳнми вут умне венок хучӗç, ҫапӑҫу хирӗнче пуçне хунă паллă мар салтаксене асӑнса пӗр минут шăп тӑчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев