Реклама
Хыпарсем
Ветерансем гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ
Эрнекунран — Эрнекунччен
Районта ирттернӗ кашни акци, мероприяти ҫумне ветерансен районти совечӗ хастар хутшӑнать. Юлашки вӑхӑтра ҫеҫ «Благодарение» фондне вӗсем 86000 тенкӗ пухса панă.
— Кивӗ Кахӑрлӑ ялӗн аслӑ çулсенчи çыннисене çавна май тав тӑвас тетӗп, — тет районти ветерансен совечӗн ертӳçи Роза Насибуллина. — Вӗсенчи ветерансен организацийӗ фонда 75000 тенкӗ кӗртрӗ. Пулӑшу ытларах ял ҫыннисенчен пухӑнчӗ. Ку вӑл укçан кӗни кăна пулчӗ. Чылай ватӑ ҫынсем апат-ҫимӗҫ: пыл, варени, премӗк-печени, пек çимӗçсем илсе килеҫҫӗ. 80 ҫултан иртнӗ, пӗччен пурӑнакан аслӑрах ватăсенчен илес мар тесе тӑрӑшатпӑр. Анчах вӗсем ҫакна хирӗҫ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи ачасем вӗт вӗсем, вăрçă татах килсе ан тухтăрччӗ, инкек-синкек ан пултăрччӗ, вӑрҫӑ операцийӗн зонинче никам та выҫӑпа ан асаплантӑрччӗ, теҫҫӗ. Ҫавӑнпа пӗр татӑк ҫӑкӑрпа та пайлашаççӗ. Тавтапуҫ вӗсене, — тет Роза Насибуллина.
— Ветерансен районти совечӗн ертӳçи Мучелей ялӗнче пурăнакан Таскира Идиятуллина, Çӗнӗ Ишлӗ, Чакă, Çӗнӗ Йӗлмел, Матак ялӗсен ветерансен совечӗн ертӳçисен те ҫак ӗҫре активлăх кăтартни ҫинчен каласа пачӗ, организаци ячӗпе тав турӗ.
— Пирӗн ҫӗршыв мӗнле кăна хирӗç тăрусем курмарӗ-ши, ҫавӑнпа та ҫӗнтерессинчен, чуралӑхра пулассинчен унӑн халӑхӗн пӗрлӗхӗ ҫӑлса хӑварчӗ. Ку вӑл хальхи саманара та çавăн пекех — пӗрлӗхлӗ пулнисене никам та çӗнтерме пултараймасть, — тет Роза Насибуллина.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев