Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ваттисен ҫуртӗнче

Ҫӗпрел районӗн делегацийӗ Пӑвари интернат-çуртра пурăнакан ентешсем-аслă çулсенчи çынсем патӗнче пулса таврăнчӗ

Хăш-пӗрисем кунта пурăнма пуçланăранпа 10 çул та иртсе кайнă. 

Ватăсен çуртĕнче ытларах камсем пурăнаççĕ? Паллах, тĕрлĕ сăлтавсене пула ӗмӗр тăршшӗ пӗччен пурăнса ватăлнисем, теприсем хăйсен ачисемсĕр тăрса юлнисем, хăшӗсем никама та кирлӗ пулманран ваттисен çуртне суйласа илнӗ.

Вӗсем кирек мӗнле сăлтавпа кунта лекнӗ пулсан та, ҫак ҫуртра пурăнма лайăх, кăмăллă. Учреждени директорӗн çумӗ Лилия Каримова каланӑ тӑрӑх, кунта ватӑсемшӗн хӑтлӑ условисем йӗркеленӗ. Вӗсене кунне тӑватӑ хут апатлантараççӗ, мӗнпур культура мероприятийӗсене явăçтараҫҫӗ.

Ҫӗпрел делегацийӗ хатӗрлесе килнӗ культура мероприятине те пирӗн ватăсем ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Вӗсене районти «Кӗмӗл волонтерсем» — Раççей пенсионерӗсен Союзӗн Ҫӗпрел районӗнчи уйрӑмӗн ертӳçи Дилюза Азизова ертсе пынипе Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи культура ветеранӗсем Фаридапа Талгать Зяббаровсем, Кивӗ Йӗлмел ялӗнчи Наталия Макарова, Алешкин-Саплăк ялӗнчи Равия Валеева уяв концерчӗ пăхма сӗнчӗç.

Тутар, чӑваш тата вырӑс юррисене юрларӗҫ, сӑвӑсем вуларӗҫ, Дилюза Азизова пушкӑрт ташшине ташласа пачӗ. 

Интернат-ҫуртра пурăнакансем хӑйсем те айккинче юлмарӗҫ, коллективлă ташă çумне хушăнчӗç. Куракансем чун-чӗререн савӑнчӗç, артистсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ, кулчӗҫ, çав вăхăтрах куçӗсем те шывланчӗç.

Паллах, аслă çултисен сӑн-пичӗсем ҫинче кулӑ палӑрни питех те кӑмӑла кайрӗ. Район делегацийӗ илсе килнӗ пакет-кучченеҫсемшӗн вӗсем питӗ хӗпӗртерӗҫ: «Тӑван еншӗн тунсӑхласа, чей ӗҫӗпӗр», — терӗҫ, чунтан тав сӑмахӗсем каларӗҫ.

Кучченеҫсене ватăсем валли питӗ нумай хатӗрленӗччӗ. Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов тата ял тăрăхӗсен ытти пуҫлӑхӗсем хӑйсен ватӑ ҫыннисем валли хатӗрленӗ пакетсемсӗр пуҫне, «Тăваньел сачӗсем» хуҫалӑхăн ертӳҫи Альфред Хайруллин виҫӗ ещӗк панулми, виктори, хӑмла ҫырли варенийӗсене парса янăччӗ. Ҫавӑн пекех Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи культура ветеранӗсем Зяббаровсен çемйи хӑйсен хуҫалӑхӗнчен пыл илсе килнӗччӗ. Унсӑр пуҫне «Кӗмӗл ветерансем» ватӑ ҫынсене тумсем, нускисем парнелерӗç.

Ҫав кунах Пӑвари интернат-çурта пчеловод Марат Исхаков, Алешкин-Саплӑк ял тӑрӑхӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи Валерий Марков тата ял тӑрӑхӗн Культура çурчӗн директорӗ Наталия Клементьева та килсе кайнă, ватăсене саламланă. Марат Исхаков 35 килограмм пыл парнеленӗ.

Аслӑ çулти ентешсемпе сывпуллашасси вара ӑшӑ та, хумхануллă та пулчӗ. Тав сӑмахӗсемпе пӗрлех вӗсем те: «Эсир тата хӑҫан килӗр-ши? Эпир сире кӗтӗпӗр», — терӗҫ. 

Рашида Салахова, Кӗçӗн Чăнлă ялӗнчен: — Эпӗ Мучелей ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Аслă çулсенче шăпа мана Кӗçӗн Чăнлă ялӗпе çыхăнтарчӗ. Шел, нумай пурӑнаймарă-мăр, мăшăрăм пурнăçран уйрăлса кайрӗ, пӗччен тăрса юлтăм. Унтан кунта килме шут тытрӑм. Кунта питӗ лайӑх пӑхаҫҫӗ, тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ, эпир хамӑр та хутшӑнатпӑр. Пире, ватӑ ҫынсене, çакăн пек хисеп тунăшăн правитель-ствӑна, ертӳçӗсене тав тăватпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев