Вăрçă ачисен пурнăç шăпи
Хыпарсем

Вăрçă ачисен пурнăç шăпи

Вăрçă вăхăтĕнче ачасем нумай терт-нуша, асап тӳснĕ

Геннадий Карсаков, ялти ветерансен совечӗн ертӳçи

Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан Лидия Ананьевна Назарова сентябрӗн 25-мӗшӗнче 90 çул тултарать.

Вăл 1931 çулта нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Вӗсем 6 пӗртăван пӗрле туслă ӳснӗ. Вăрçă пуçланнă вăхăтра вăл 10-ри ача пулнă.

 

– Çăмăл пулмарӗ ачалăх, икӗ ачана пӗр фуфайкăччӗ хӗлле. Ун чух укçа-тенкӗ колхозра тӳлемен, аннепе тачкă çине 2 мишук çӗрулми хурса Кивӗ Çӗпрелне пасара сутма каяттăмăр. Вутă-шанкă çуккипе 2-3 çемье пуçтарăнса мунча кӗреттӗмӗр,– тет Лидия аппа калаçăва пуçласа ярса. Пӗртăвансенчен иккӗн вăрçа тухса кайнă. Асли Александр 1917 çулхи, Николай 1924 çулхи. Икӗ тетӗшӗ те Лидия аппан вăрçă хирӗнче паттăррăн çапăçса пуç хураççӗ.

– Вăрçă вăхăтӗнче эпир 6 ача тăлăха юлнă. Тăхăнмалли, çимелли енчен питӗ чухăн пурăнма тӳрӗ килчӗ. Апла пулсан та Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи 7 çул вӗренмелли шкула пӗтерме тăрăшрăмăр. Каланккăна, навус кирпиччипе хытхура, хăмăл пуçтарса хутаттăмăр, Юрать-ха вăрçă вăхăтӗнче ӗне тата 2 сурăх анне усрама пултарчӗ. Вăл выльăхсем пире выçлăхран хăтарчӗç. Эпир вăй çитнӗ таран пулăшаттăмăр.  Пирӗн атте 1934 çулта чирлесе çӗре кӗнӗ, эпӗ ун чухне 3 çулхи ача пулнă,– тет Лидия аппа. – Кӗçӗн шăллăм Петя ятли сăпкари ача, 10 уйăхра юлнă,– тесе аса илет, вăрçă вăхăтӗнчи йывăр пурнăçа куççуль витӗр каласа панă май Лидия аппа.

Вăрçă вăхăтӗнче çамрăк хӗрупраçсем пулсан та, эпир махорка енчӗкӗсем çӗлеме, çăм нуски, перчеткесем çыхма аннесене пулăшаттăмăр. Кашни ялти хуçалăх çӗрулмие çӳхе тураса пӗçерсе кăмакара типӗтсе хыснана паратчӗ.

Вăрçă чарăннине майăн 9-мӗш кунне шкулта илтрӗмӗр. Ун чухне эпӗ 14 çултаччӗ. Пире ун чухне шкул ачисене шкул директорӗ (вăл Упи ялӗнченччӗ) Иван Михайлович Денисов пурне те урама илсе тухса, шкул умӗнче торжествăлла митинг ирттерчӗ. Эпир вара пурте темиçе хутчен «Ур-ра, ур-ра, ур-ра!» тесе, кăшкăрнине питӗ лайăх астăватăп. Унтанпа ӗнтӗ 76 çул ытлашшипех иртнӗ. Çав самантра учительсенче, хăшӗсен тетӗшӗсем вăрçă хирӗнче пуçне хунă салтаксем таврăнайманнипе, хурланса вăрттăн йӗнине те асăрханă. Вăрçă хыççăнах пурнăç часах çăмăлланман. Аннесен нумай налук тӳлеме тӳрӗ килнӗ. Çӗршыва ура çине тăратма каллех ял çынни пулăшмалла пулнă.

Лидия аппапа унăн мăшăрӗ Кӗркури тете пӗрлешсе, пӗрле килӗштерсе пурăнма тытăннăранпа ӗнтӗ 62 çул та иртрӗ. Вӗсем 1959 çулта, март уйăхӗнче, пӗр-пӗрне савса çемье çавăраççӗ. Юрату çимӗçӗсем пулса, вӗсен туслă çемйинче 5 ача çуралса ӳсеççӗ. Ашшӗпе амăшӗ ачисене тӗрӗс воспитани парса, хăйсен юратнă профессийӗсене илме пулăшаççӗ. Асли – Николай, инженер специальноçне алла илсе, Шупашкар хулинче çемье çавăрса тӗпленет. Вăл механика заводӗнче инженер пулса вăй хурать. Иккӗмӗшӗ –  Валентина, Ульяновск хулинче сӗт-çу заводӗнче ӗçлет, ятарлă пӗлӳллӗ, ун йăмăкӗ Нина та унтах. Елизавета вара Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗнче пуçламăш класри ачасене пӗлӳ парать, вăл та аслă пӗлӳллӗ, опытлă педагог. Кӗçӗнни вара, Андрей, Раççейӗн тӗп хулинче Мускавра ӗçлесе пурăнать. Ачисемпе мăнукӗсем тăван киле килсен ватăсем савăнаççӗ, вӗсемпе мăнаçланаççӗ.

Лидия Ананьевна вăрçă çулӗсенчи ачасен шутӗнче пулнă май «1941-1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи хастарлă ӗçсемшӗн» медале тивӗçнӗ, вăлах 5 ача амăшӗ пулнă май «Ача амăшӗ – героиня» орденпа парнеленнӗ.

Калаçăвăн вӗçӗнче Лидия аппа: «Эпир нушапа ӳснине хальхи çамрăк ăрăва нихăçан та курма Турă ан хуштăр терӗ. Хальхи вăхăтра пурнăç пачах урăхла. Пӳрте газпа ăшăтатпăр, электричествăпа усă куратпăр, шыв пӳрте кӗнӗ, пенси вăхăтра параççӗ, кашнин телефон пур. Пурăнма мӗнпур услови пур, анчах хамăр ватăлса çитрӗмӗр, сывлăхӗ ӗлӗкхи мар. Çамрăксене мирлӗ пурнăç, ырлăх-сывлăх сунатăп, – терӗ.

Эпир те ăна 90 çулхи  юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр, çавна май канлӗ ватлăх, чирлемесӗр пурăнма тата вăрăм ӗмӗр сунатпăр.


Нет комментариев