Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Вăл пӗччен мар

Вăрçă ачи

Валентина Николаевна Угандеева 1933 çулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралнă.

— Манăн атте — Николай Сидорович Угандеев, анне — Ольга Ильинична, хӗр чухнехи хушамачӗ — Макарова пулнă. Асаттесен çӗрӗ чылай пулнă, çав çӗрсем çинче сурăх кӗтӗвӗ тытнă. Аннене шкула лайăх паллăсемпе çеç пӗтернӗшӗн шкул дирекцийӗ «Евангели» кӗнекине парса чысланă. Эпир çемьере 5 ача çуралнă. Иккӗшӗ çамрăклах тӗрлӗ чирсемпе чирлесе, ӳссе çитӗнеймесӗр вилнӗ (вăл вăхăтра ун пек трагеди сахал мар çемьере пулнă), — тесе каласа парать хăйӗн иртнӗ пурнăçне аса илсе Валя аппа.

Çапла вара, çемьере вăл виççӗмӗш — кӗçӗнни пулса ӳсет. Любовь 1927 çулхи — райпора ӗçленӗ, вăтамми — Анна — 1931 çулхи, хăйӗн ӗмӗрӗнче ялан ахаль колхозница пулса вăй хунă: пăрçа çулнă, чӗкӗнтӗр çумланă, улăм ури тума çӳренӗ тата ытти те. 92 çулхи Анна аппа кăçалхи июлӗн 30-мӗшӗнче пурнăçран уйрăлса кайрӗ.

Валя аппа 1933 çулхи, паян вăл хăйӗн 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Хӗрача 1941 çулта Çӗнӗ

Йӗлмелӗнчи çичӗ çул вӗренмелли шкула, пӗрремӗш класа каять, ăнăçлă пӗтерет. 1970-мӗш çулсенче çӗршывра пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ парасси çинчен закон йышăнсан, вăл та, хăйпе пӗр çултисем пекех, ăнăçлă вӗренсе, вăтам пӗлӳ илни çинчен калакан аттестат илет. Ачалăхӗ унăн вара хаяр вăрçă çулӗсене тӳрӗ килет, çамрăклах аслисемпе пӗрле колхозри йывăр ӗçсене кӳлӗнме тивет: амăшне тырă çулма пулăшать, хире кӗл тăкма çӳрет, тырă пуссисене çумран тасатать. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсенче Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи почта уйрăмӗнче почтальонкăра вăй хума пуçлать. Çак тивӗçе вăл 30 çула яхăн, 1989 çулччен, пурнăçлать.

Почтальонăн ӗçӗ, ял тăрăх хаçат-журнал, çырусем, телеграммăсем, саламлă открыткăсем тултарнă сумкăна çӗклесе çӳресе, вӗсене килсерен валеçсе çӳресси — пӗртте çăмăл ӗç мар вăл. Хаçат-журнал çырăнтармалли вăхăтра, çаплах, çырăнтару ӗçне те илсе пымалла, тивӗçлӗ канăва тухнă çынсене тата пенси укçине те памалла пулать. Астăватăп-ха, 60-70-мӗш çулсенче, 8 çул вӗренмелли шкулта пӗлӳ илнӗ вăхăтра, Валя аппа çемйисенче вӗренекен ачисем пулнисене, питӗ савăнтаратчӗ. Ун чухне телевизор та, интернет та, кӗсье телефонӗ те пулман-çке. Паллах, хаҫатсем — информаци ҫӑлкуҫӗ пулнӑ. Çавăнпа та çынсем темиҫе тӗрлӗ хаçат-журнал ҫырăнса илнӗ.

Шăпи енчен ăна çемьеллӗ пулма пӳрмен, ӗмӗрӗ тăршшӗпех пӗччен пурăнать. Апла пулсан та, ытти çынсенни пек хуçалăхне те илсе пырать. Сурăхсем те, чăх-чӗпсем те усрать. Пахчинче те çӗрулми лартса, ӳстерет. 

Пурнăçӗнче хуйхи-суйхи те пулнă Валя аппан. Нушапа туса лартнă йывăç пӳртне, 2000 çулта, вут- çулăм ярса илет. Кӳршӗ-аршăсем, ял çыннисем, пушар сӳнтерекен ӗçченсем пулăшăвӗпе çеç пӳрте сыхласа хăварма пултараççӗ. Пӳртӗн тăрри, çапах та, çунать. Çаксем пурте Валя аппан сывлăхӗ çине те начар витӗм кӳнӗ, паллах.

Халиччен Валя аппана социаллă ӗçченсем Зинаида Денисовапа Ирина Ларионова пăхса, пулăшса тăчӗç. Пӗр вăхăт ăна хăйпе пӗртăванӗн ывăлӗпе кинӗ Бориспа Любовь Марковсем те тимлӗх парса тăчӗç. Хальхи вăхăтра вара, утса çӳреме йывăр пулнăран, вăл Ульяновск хулинче хăйпе пӗртăван аппăшӗн хӗрӗ патӗнче пурăнать. 

Валентина Николаевнана 90 çул тултарнă ятпа çывăх çыннисенчен тимлӗх, чир-чӗрсӗр нумай çул пурăнма сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев