Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен 11 каччă Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӑйсен ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа, чыслăн пурнӑҫлаҫҫӗ
Пӗлтӗрхи февраль уйӑхӗнче Донбаспа Луганскри вырӑс халӑхӗн геноцидне сирсе ярас, культурине тата прависене хӳтӗлес тӗллевпе Раҫҫей ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫласа ячӗ.
Тӑшмана хирӗç кӗрешнӗ чухне пирӗн ҫар çыннисем хӑйсен ҫӗршывне, халӑхне хӳтӗлессишӗн пурнӑҫне те шеллемеҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн 17-мӗшӗнче контрактпа ҫар службине ырлас тӗлӗшпе «Все свои» патриотла акци иртрӗ.
Иртнӗ эрнере Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче те патриотла акци шайӗнче усӑллӑ та интереслӗ мероприяти иртрӗ.
ОБЖ вӗрентекенӗ Петр Рафиков Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫар юхăмӗнче хутшӑнакансемпе тӗлпулу йӗркелерӗ.
Сӑмах май, ҫавна май вулакансене ҫакна аса илтерсе хăварас пулать: хальхи вӑхӑтра Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен кӑна та 11 каччă Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӑйсен ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа, чыслăн пурнӑҫлаҫҫӗ — вӗсенчен çурринчен ытларахăшӗ контрактпа служить тăвакансем. Вӗсем: Николай Никифоров, Алексей Рафиков, Максим Пришельцев, Виктор Мадаров, Николай Еремеев, Егор Мулеев, Андрей Владимирович Карсаков, ятарлă çар операцине мобилизациленнӗ çар çыннисемпе пӗрле хăйсен ирӗкӗпе Леонид Кашкаров, Андрей Петрович Карсаков, Вячеслав Алякин тата Василий Симуллин кайрӗҫ.
Шел те, вӑрҫӑ ҫухатусӑр пулмасть. Пӗлтӗр эпир пӗр паттӑр çар çыннине, ятарлă ҫар операцине хутшӑннӑ ҫапӑҫура паттӑрла ӗҫсемшӗн темиҫе орденсемпе медальсем парса наградӑланӑ контрактник-десантника Андрей Годунова ҫухатрӑмӑр. Вӗсем пурте пирӗн шкултан вӗренсе тухнисем. Аслӑ классенче вӗренекенсемпе тӗл пулма хӑйсен ҫемйисем патне кӗске вӑхӑтлӑха отпуска таврăннă Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентеш контрактниксем Николай Никифоровпа Вячеслав Алякин вӑхӑт тупса, тӗлпулăва килчӗç.
Малтан шкул директорӗ Владимир Мискин сӑмах тухса каларӗ. Вӑл физкультура вӗрентекенӗ пулнӑ май, шкулта илнӗ спорт хӑнӑхӑвӗсем, уйрӑмах вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, кирлӗ пуласса шаннине пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пекех пулас салтаксем пурте пирӗн шкул чысне тӗрлӗ спорт тӗсӗсемпе яланах хӳтӗленине аса илтерсе иртрӗ.
Çӗнӗ Йӗлмел тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков вара ялти ӗҫ коллективӗсемпе уйрӑм ҫынсен ятарлӑ ҫар операцинче хутшӑнакансене май килнӗ таран гуманитари пулӑшӑвӗ панине палăртса иртрӗ тата малалла та парасса, çар çыннисене сывлăх сунса, ҫӗнтерӳпе таврӑнасса шаннине пӗлтерчӗ. Вӑл çар çыннисене ӑшӑ утиял пачӗ, ку вӗсене питӗ вырӑнлӑ, мӗншӗн тесен часах сивӗсем пуҫланаҫҫӗ. Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи ФАП заведующийӗ Надежда Евграфова ятарлă ҫар операцине хутшӑнакансене пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗн хатӗрӗсемпе пакетсем пачӗ, ҫакӑншӑн вӗсене ҫар ҫыннисем тав турӗҫ.
Унтан пуриншӗн те ҫарпа патриотла темӑпа видеоролика пӑхса тухассине йӗркелерӗç. Мероприятие призыв ҫулне ҫитекен юнармеецсем хутшӑнчӗç. Вӗсем хӑнасене патриотла юрӑсем парнелерӗç. Пуҫламӑш классене вӗрентекен Тамара Еремеева ертсе пынипе, пуҫламӑш классенче вӗренекенсем сӑвӑсем вуларӗç, патриотла темӑпа юрӑсем юрларӗç. Культура программи хыҫҫӑн директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен çумӗ Татьяна Карсакова ертсе пынипе хӑнасем вӗрентекенсемпе вӗренекенсен ыйтӑвӗсем ҫине кӑмӑллӑн хуравларӗç. Усӑллӑ та содержаниллӗ тӗлпулу асӑнмалӑх пӗрлехи сӑн ӳкерчӗк ӳкерӗннипе вӗҫленчӗ.
Нет комментариев