Укçа вырăнне эмел суйласан лайăхрах мар-ши?
Октябрӗн 1-мӗшӗччен социаллӑ пулӑшу пуххине каялла тавӑрасси ҫинчен заявлени ҫырмалла.
Социаллă пулăшусемпе усă курмалли право пулса та унăн укçалла эквивалентне илме кăмăл тунă граждансем октябрӗн 1-мӗшӗччен нумай функциллӗ центра е Пенси фончӗн территориаллă органӗсене малтан ҫырăнса хурса, е Пенси фончӗн сайтӗнчи уйрăм кабинет урлӑ, социаллӑ пакетпа усă курмалли правăна каялла тавăрма пултараççӗ. Çакăн çинчен Раççей Пенси фончӗн Тутарстанри уйрăмӗ пӗлтерет. Суйласа илнӗ вариант çитес ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет.
Социаллӑ пулӑшусен пуххине çаксем кӗреççӗ:
– Рецептпа медицинӑра усă куракан эмел препарачӗсем, рецептпа медицина оборудованийӗсем, инвалид ачасемшӗн сипленмелли ятарлӑ продуктсем;
– Тӗп чирсене профилактикăлассишӗн санаторипе курорт организацийӗсене путевкăсем;
– Сипленмелли вырӑна кайма тата унтан каялла таврăнассишӗн хула хушшинче транспортпа, ҫавӑн пекех чугун ҫул транспорчӗпе тӳлевсӗр усă курма.
Социаллӑ пулӑшу пуххипе усă куракансем: ветерансем, инвалидсем, инвалид ачасем, çул çитмен çамрăксем фашистсен концлагерӗсенче тыткăнра пулнисем, радиацирен сиен курнă граждансем. Паянхи кун Тутарстанра патшалӑхăн социаллӑ пулӑшӑвӗпе 148 пине яхăн ҫын усӑ курать.
Эмел препарачӗсемпе Патшалӑх аптекисем тивӗçтереççӗ; тӗп чирсене профилактикăлассишӗн санаторипе курорта кайма путевкӑсене Социаллӑ страховани фондӗнчен илмелле; чугун ҫул транспорчӗпе, ҫавӑн пекех сипленмелли вырӑна кайма тата каялла килме транспортпа тӳлевсӗр усă курассишӗн Раççей чугун çулӗсене пӗлтермелле.
Миляуша Исхакова:
– Тăванăм онгологи чирӗпе чирлерӗ. Инвалидлăх илсен, иккӗмӗш çулӗнче, социаллă пулăшусенчен пăрăнтăмăр. Хăй Хусана çӳретчӗ, сипленетчӗ. Пӗррехинче кайсан «Эсир тӳлевсӗр сипленейместӗр», терӗç. Тăванăм çак вăхăтра мӗн тери йăнăшнине ăнланчӗ – пӗр çулталăк тăршшӗ эмелсене хăйӗн укçипе туянчӗ. Эпир те пулăшрăмăр, паллах, мӗншӗн тесен эмелсем питӗ хаклă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев