Уй-хирсенче ӗҫӗн хӗрӳ тапхăрӗ. Кунăн кашни минучӗ хаклă, ӳстернӗ тырра çухатусемсӗр пухса илессишӗн ял ӗçченӗсем кунне-çӗрне пӗлмесӗр ӗҫлеҫҫӗ
Эпир «Дементьев ячӗллӗ агрофирмăн» Упи кустне кӗнӗ уй-хире килнӗ чухне, механизаторсем Олег Денисов, Валерий Нягусев, Дмитрий Сергеев, Юрий Нягусев, Михаил Чувашов, Николай Моисеев, Анатолий Марков, Сергей Семенов, Тимофей Семенов, Семен Федотов тата Борис Рафиков (ӳкерчӗк ҫинче) комбайнӗсемпе «Скипетр» сортлă кӗрхи тулла çапатчӗç.
Комбайнсем çапнă тырра вара «КамАЗ» автомобильсене çӳретекен шоферсем Фанис Алимовпа Фанис Амирханов йӗтем çине турттарса тăраççӗ. Хирте тухăçа пуçтарнă çӗрте чăрмавсем кăларса тăратас марришӗн «ГАЗ-53» машинăпа Андрей Савин çунтармалли-сӗрмелли материалсене кӳрсе, комбайнсен бакне тултарса тăрать. Тырра çапса илессипе пӗрлех хирте «МТЗ-82» тракторӗнчен улăм пуçтаракан çаклатнă Владимир Кудряшов улăма рулонсем çине пуçтарать тата апат утарне ăсатать. Ун хыççăн Дмитрий Степанов «Т-150» тракторпа уй-хире сухаласа, ӗҫе вӗҫлесе те пырать. Хирте комбайнсем ӗҫленӗ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пурнӑҫлас тӗллевпе Сергей Горбунов «МТЗ-1221» тракторне шыв тултарнă пичӗке çаклатнă май, дежурствӑра тӑрать.
Справка
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен июлӗн 21-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен, 4181 гектар лаптӑк çинче пӗрчӗллӗ культурăсене вырса çапнă. Кашни гектартан тухнă тухӑҫ вӑтамран 18,7 центнера тӳрӗ килет. «Цильна» обществăра 1134 гектар лаптăкри пӗрчӗллӗ культурăсен тухăçне пухса илнӗ. Пӗрчӗллисен кашни гектарӗ вӑтамран 28,4 центнер тухăç парать. Районти хуҫалӑхсен хушшинче ку чи пысӑк кӑтарту. «АгроТрансПорт» обществӑра вара пӗрчӗллисен вăтам тухăçӗ кашни гектартан 25 центнера тӳрӗ килет. «Эталон-Агро» обществăра пӗрчӗллӗ культурăсем акнă лаптăксен кашни гектарӗ вăтамран 17,2 центнер тухăç парать. «Дементьев ячӗллӗ агрофирмăра» 2128 гектар çинчи пӗрчӗллӗ культурăсен тухăçне вырса çапнă. Кашни гектартан тухнă тухăç 12 центнера тӳрӗ килет. Хресчен-фермер хуçалăхӗсем хушшинче вара чи пысăк тухăç Бикчуров (кашни гектартан тухнă тухăç 20 центнера тӳрӗ килет) тата Махмутов (18,8 ц /га) хресчен-фермер хуçалăхӗсенче.
Нет комментариев