Манӑн паянхи статья ялăн пултăклă çыннисенчен пӗри пулнă — Фаргать Камкаев ҫинчен
Фаргать Мидехатович Камкаев Кивӗ Кахӑрлӑ ялӗн çынни. Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ ачаран пуçласа паянхи кунчченех ялпа ҫыхӑннӑ.
Ял ачи пулнӑ май, колхозра ăна мӗн хура кӗркуннечченех ҫӗрулми кăларма, чӗкӗнтӗре ӗçе кӗртме, йӗтем çинче ӗҫлеме, утӑ хатӗрлеме тӳрӗ килнӗ. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн район центрӗнчи СПТУра вӗренсе, тракторист профессине алла илет. Районти «Сельхозхими» пӗрлешӗвӗнче пӗрремӗш ӗҫри пиҫӗхӳ илет. Унтан ял ҫывӑхӗнчи кирпӗч заводӗнче, каярахпа «Ялкын» колхозра вӑй хурать. Ӗҫ вӑхӑтӗнче вӑл инженер специальноҫне те алла илет. Çак специальность ӑна паян та питӗ пулӑшать.
Ҫӗршыври лару-тӑру улшӑнсан, колхозсем пайӑн-пайӑн саланса, укçа тӳлеме пултарайми пулса ҫитсен, Фаргать та ҫемйишӗн тытса пыма, ачисене вӗрентессишӗн хăйӗн валли пӗр ӗç пуçласа ярассишӗн план туса, «Т-25» маркăллă трактор туянать. Ку 1989 ҫулта пулать. Çав ҫулсенче трактор илекенсем ялта ҫеҫ мар, районта та сайра пулнӑ. Фаргать те туянать. Çак трактор пулӑшнипе вӑл ял ҫыннисен уй-хирӗсенчи, пахчисенчи уттине ҫулма пуҫлать. Унтан вӑл ҫак ӗҫсемпе кăна ҫырлахса лармасть, тата та хăватлăрах «Т-40», икӗ «МТЗ-82» маркӑллӑ тракторсем туянать.
Ҫак тракторсем ҫумне вӑл çӗрулми лартмалли (сажалка) тата çӗрулми кăлармалли (копалка) агрегатсем çаклатса, ял ҫыннисене ӗçлӗ пулăшу кăтараать. Нумаях пулмасть вӑл утта рулонсене çавăракан çӗнӗ пресс, утӑ ҫулмалли роторный машина туянать, ял ҫыннисене ҫулнӑ утта рулонсем туса чӗркесе те парать. Ҫапла вара çуркуннерен пуҫласа мӗн хура кӗркуннеччен Фаргать Камкаев ял ҫыннисене ӗçлӗ пулӑшу кăтартать. Ӑна ку пахчара, е тепринче тӗл пулма пулать. Ял ҫыннисем те черет тăрса унран утӑ ҫултарттараҫҫӗ, ҫӗрулми кăларттараҫҫӗ, актараҫҫӗ. Ял ҫыннисем унран кирек мӗнле пулăшу ыйтсан та, вӑл никама та хирӗҫлемест, пурне те лӑпкӑн итлет, ҫавӑнтах: «Ку вӑл пулать, халех пырăп», тесе хурав парать, хӑй сӑмахӗ çинче тăрать. Ҫавӑнпа та ял ҫыннисем ӑна хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн пурнӑҫланӑшӑн та хисеплеҫҫӗ.
Пӗтӗмлетсе каласан, ялта ҫӗрпе аппаланакансен ӗçӗ пӗртте чарӑнса тăмасть. Вӗсем ҫулталӑкӗпех ӗçре.
— Вӑхӑтра ӗлкӗрес пулать, — тет Фаргать. — Алă усса ларсан, нимӗн те çӗнсе илеймӗн...
Ялта хӑйсен пахчи те пысăк вӗсен, унта утӑ та акаҫҫӗ, ҫӗрулми те лартаҫҫӗ. Мӑшӑрӗпе Разинапа виҫӗ ача пӑхса ӳстернӗ. Хăйсен инҫех те мар ывӑлӗсем валли уйрӑм ҫурт лартнӑ, анчах ялта ӗҫ ҫуккипе, ҫамрӑксем Хусан хулине кайса тӗпленнӗ. Ҫӗнӗ ҫуртри пахчара та улма-ҫырла та, ҫӗрулми те лартнă Камкаевсем.
— Пирӗн ачасем хӑйсем те ҫемьеллӗ ӗнтӗ, мӑнуксемпе те савӑнтарчӗҫ, ҫичӗ мӑнукăмăр пур, — тет Фаргать мӑнаçлăн.
Камкаевсем хӑйсен хуҫалӑхӗсенче выльӑх-чӗрлӗх усраҫҫӗ. Вӗсем пыл хурчӗсемпе интересленеççӗ. «Ку манӑн хобби, пыл хурчӗсем патӗнче те эпӗ канатӑп, вӑй пухатӑп», — тет Фаргать Камкаев.
Нет комментариев