Хыпарсем

Тӗрлӗ пулӑшу мерисем пур

2023 ҫул пуҫламӑшӗнчен Тутарстанри предпринимательсем тӗрлӗ программӑсем урлӑ 50 миллиард тенкӗ чухлӗ пулӑшу илнӗ. Тӗрӗсрех: федераци программипе 45 миллиард тенкӗ тата республика программисемпе 5,5 миллиард тенкӗ.

Ҫакӑн пек даннӑйсене ТР Экономика министерствин Предпринимательлӗх аталанӑвӗн департаменчӗн директорӗн ҫумӗ Эмиль Хисматов Регионаллă управленийӗн центрӗнче тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Республикӑра пред-принимательлӗхе аталантарасси çине наци проекчӗсене пурнӑҫлас, ҫав шутра, «Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парас» çӗршыв шайӗнчи проектпа та пысӑк тимлӗх уйӑраççӗ. Наци проекчӗсене Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе пурнӑҫлаҫҫӗ.

Бизнес представителӗсене заем мерисем патне явӑҫтармашкăн ТР Гаранти фончӗнчен — гаранти, «Манӑн бизнес» центр урлӑ вара микрофинанс пулӑшӑвӗ илме май пур. Экспортпа ӗҫлекен предпринимательсене «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» çӗршыв шайӗнчи проекпа килӗшӳллӗн пулӑшу кăтартаççӗ.

Унсӑр пуҫне, социаллӑ сферӑра ӗçлекен тата 25 ҫула çитичченхи предпринимательсене те пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем «Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх» çӗршыв шайӗнчи проектпа хӑйсен ӗҫне аталантарма 500 пин тенкӗ таран грант илме пултараҫҫӗ. Грант илме заявкӑна «Манӑн бизнес» центра (Хусан, Петербург урамӗ, 28-мӗш çурт) памалла пулать, — тесе пӗлтерет ТР Экономика министерствин пресс-служби.


Нет комментариев