Тирпей-илем кӗртмелли правилӑсене пӑснисене штраф пачӗç
«Енчен ту Магомет патне килмест пулсан, Магомет хăй ту патнелле каять». Ҫак каларăшпа усӑ курса, районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçи Данис Сатдинов ертсе пынипе административлӑ комисси членӗсем Аслă Аксу ялӗнче куçса çӳрекен лару йӗркелерӗç.
Комиссийӗн тӗллевӗ – тирпей-илем кӗртмелли правилăсене пăснă фактсене вырăнсене кайса татса парасси, йӗрке пăсакансемпе тӗл пуласси, калаҫасси.
Куçса çӳрекен лару ӗҫне Аслă Аксу ялӗнче пурăнакан, административлă йӗрке пăсни çинчен протоколсем çырнă 15 ҫынна чӗнтернӗччӗ.
Ытларах чухне ял халăхӗ хăйӗн хуçалăхӗн территорийӗ çумӗнче «хӗрлӗ зона» тесе калакан, обществăлла вырӑнсенче санкциленмен çӳп-çап купи туса хурса, тирпей-илем кӗртмелли правилăсене пăсать. Тӗпрен илсен, кунта ӗлӗкрен юлнă, юрӑхсӑра тухнӑ строительство материалӗсем пулса тухаççӗ. Çырма-çатрасемпе юнашар вырнаҫнӑ хӑш-пӗр хуҫалӑхсем вара ҫӳп-ҫапа çавăнта пӑрахни ниçта вырнаçайми ӗç- пуç.
Аслă Аксу ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Алексей Храмов сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, ял тăрăхӗнче 458 хуҫалӑх шутланать, вӗсенчен 307-шӗ – Аслă Аксу ялӗнче, 276шӗнче ҫын пурӑнать. Мӗнпурӗ ял тăрăхӗнче 1188 ҫын шутланать, вӗсенчен 723-шӗ – Аслă Аксу ялӗнче пурăнаççӗ.
– Ял тăрăхӗсенчен чи малтан кунта евроконтейнерсем хучӗç. Эрнере икӗ хутчен ҫӳп-ҫап турттаракан машина килет. Таса тата йӗркеллӗ пурăнассишӗн мӗн кирлине пурне те туса панă. Анчах та, хӑш-пӗр ҫынсене халичченех мӗн-тӗр ӑнлантарма, мӗнле пулма тивӗçлине кӑтартма тӳрӗ килет. Кун ҫинчен халӑх пухӑвӗсенче калаҫатпӑр, йӗрке пӑсакансен патне килне каятпӑр. Мӗншӗн тесен тӑван çӗрӗмӗр, ялăмăр вăл пирӗн сӑн-питӗмӗр, илемлӗ тата хăтлă пулма тивӗçлӗ вырӑн, – тет ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Храмов.
Протокол тултаракансемпе пӗрле Алексей Храмов темиçе хутчен, йӗркесӗрлӗхе пӗтересси ҫинчен пӗрре мар асӑрхаттарнӑ. Паллах, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн сӑмахне итленӗ, айӑпӗсене ӑнланса, йӗри-таврашӗсене тасатнă. Паллах, вӗсене комисси штраф хывмарӗ. Анчах та асăрхаттарнисене пăхмасăр, çурт-йӗр таврашне тасатманнисене 2000 тенкӗ калăпăшӗнче минималлă штраф пачӗç.
Комисси ертӳçи Данис Сатдинов ҫулталӑк хушшинче тата тепӗр хут протокол çырсан, штраф сумми 5000 тенкӗ пуласса пӗлтерчӗ.
Штрафран тӳлемесӗр те хăтăлма пулмасть. Суд урлă тухнă хыççăн, ăна суд решенине пурнăçлаттаракан приставсене яраççӗ. Вӗсем вара банк карточкисене арест хывма та пултараççӗ. Пӗр сăмахпа каласан, тасалăха тивӗçтерсе пурăнни лайăх.
***
Апрелӗн 1-мӗшӗнчен республика, район шайӗнче санитари тасалăхӗ енӗпе икӗ уйăхлăх йышăннăччӗ. Ăна майăн 31-мӗшӗнче пӗтӗмлетрӗç. Çак кун административлă комиссие 18 çынна чӗнтернӗччӗ.
Анат Чакă, Матак, Кивӗ Шемӗршел ялӗсенче икӗ уйăхлăх йӗркеллӗ темпсемпе, халăх нумай хутшăннипе иртни, социаллă пӗлтерӗшлӗ объектсене йӗркене кӗртни çинчен каларӗç. Çаплах, хăш-пӗр организаци ӗçченӗсем субботниксенче хутшăнманнине те аса илчӗç. Ун пеккисене – тасалăх хамăршăн вӗт тесе калас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев