Хыпарсем

«Тимлӗх, ачасем!» операци пырать

Районти автоинспекторсем ҫул-йӗр юхӑмӗнче хутшӑнакансене ҫул ҫинче тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калаҫҫӗ.

Ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне асăрхаттарас тӗллевпе 2023 ҫулхи августӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа районта «Тимлӗх, ачасем!» профилактика мероприятийӗ пуçланчӗ тата вăл сентябрӗн 10-мӗшӗччен малалла тӑсӑлӗ.

Статистика даннӑйӗсенчен паллă пулнă тăрăх, ачасен хутшӑнӑвӗпе килсе тухнă çул-йӗр-транспорт инкекӗсен шучӗ август-сентябрь уйӑхӗнче ӳсет, ҫуллахи каникулта нумай каннă хыҫҫӑн, ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ хӑнӑхусене ҫухатаççӗ, вӗсене транспорт хутлӑхне хушма адаптаци кирлӗ пулнине кӑтартса парать. Сăмахран, 2022 ҫулăн август-сентябрь уйăхӗсенче 94 ача вилнӗ тата 96 ача аманнӑ. Ҫавӑн пек çул-йӗр-транспорт аварийӗсен пайӗ ҫулталӑк хушшинче регистрациленнисен пӗрлехи шучӗн 23 процентне тӳрӗ килет.

— «Тимлӗх, ачасем!» мероприяти шайӗнче районти автоинспекторсем, «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн ӗçченӗсемпе пӗрле, водительсен ачасене илсе çӳретмелли правилисене пӑсассине, ҫуран ҫӳрекенсен ҫул-йӗр правилисене пӑсассине асăрхаттарас тӗлӗшпе массăллă тишкерӳсем йӗркелӗç, çутта тавăракан элементсене популярлă тăвас, çул çитменнисене ҫул-йӗр правилисене пӑсассине асӑрхаттарас енӗпе акцисем пек мероприятисем те йӗркелӗç, автоинспекци ӗҫченӗсем хутшăннипе тата ытти ҫавнашкал мероприятисем ирттерӗç. Мероприяти вӑхӑтӗнче право йӗркине пӑсакансем ҫинчен уçăмланă информацие малалла профилактика ӗçне илсе пыма вӗренӳ организацийӗсене ярӗç, — тет Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрӑмӗн начальникӗ Анатолий Михайлов.

Ҫӗпрел районӗнчи автоинспекторсем ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене ҫул ҫинче тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калаççӗ.

Справка

2023 ҫулăн 7 уйӑхӗнче республика ҫулӗсем ҫинче 257 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 8 ача вилнӗ тата 271шӗ суранланнă.


Нет комментариев