Тимлӗх- ачасем! акци пырать
Ачасенче çулсем çинчи хăрушсăрлăх хăнăхăвӗсене ҫирӗплетес енӗпе конкурссем, викторинӑсем тата ытти мероприятисем йӗркелӗç.
Ачасен çул-йӗр-транспорт травматизмне асăрхаттарас тӗллевпе 2024 çулхи августăн 26-мĕшĕнчен пуçласа Тутарстан Республикинче, çав шутра, Çӗпрел районӗнче те «Тимлӗх-ачасем!» акци старт илчӗ тата вăл сентябрĕн 8-мĕшĕччен тăсăлӗ.
«Тимлӗх, ачасем!» акци шайӗнче ачасене илсе çӳретмелли правилăсене пӑсассине асӑрхаттарас тӗллевпе водительсене тишкерес; ҫутта тавăракан элементсене популярлă тăвас тӗлӗшпе; ҫул ҫитмен ачасене çул-йӗр правилисене пӑсасран асӑрхаттарма палӑртнӑ мероприятисем ирттереççӗ. Акци пынă вăхăтра ҫавнашкал фактсем уçăмлансан информацие малалла профилактика ӗҫне ирттерме вӗренӳ организацийӗсене ярӗç.
Ачасенче çулсем çинчи хăрушсăрлăх хăнăхăвӗсене ҫирӗплетес енӗпе конкурссем, викторинӑсем тата ытти мероприятисем йӗркелӗç.
Справка
2024 ҫулăн 7 уйӑхӗнче республика ҫулӗсем ҫинче 225 çул-йӗр-транспорт инкекӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 8 ача вилнӗ тата 242шӗ суранланнă. Аварисенче вилнисем Набережные Челны, Лаишево, Верхний Услон, Высокогорск, Актанӑш (1 ача), Мензелинск (3 ача) районӗсенче пулнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев