Ташшисемпе çӗнтерчӗç
Хыпарсем

Ташшисемпе çӗнтерчӗç

Унта Надежда Григорьевна ертсе пынипе Алешкин-Саплăк вӑтам шкулӗн 8 класӗнче вӗренекенсем те хутшӑнчӗç.

«Ҫӗнӗ ӗмӗр — Новый век» телерадиокомпани Тутарстан Республикин Раисӗ ҫумӗнчи тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан халăхсен тӑван чӗлхисене упрас, аталантарас ыйтусем енӗпе ӗҫлекен комисси пулӑшнипе «Халӑх еткерлӗхӗ» — «Халыклар мирасы» конкурс ирттерчӗ. 

Унта Надежда Григорьевна ертсе пынипе Алешкин-Саплăк вӑтам шкулӗн 8 класӗнче вӗренекенсем те хутшӑнчӗç. «Милли бию — Наци ташши» номинацире вӗсем " Акатуй" ятлӑ чӑваш ташшипе паллаштараççӗ, ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑраççӗ, 30 пин тенкӗпе парнеленеççӗ.

Çакна та каласа хăвармалла, конкурсра Тутарстан Республикисӗр пуçне, хутшăнакансем хӑйсен ӗҫӗсене, ҫав шутра, Пермь крайӗнчен, Самара, Оренбург облаҫӗсенчен, Пушкӑртстан, Марий Эл Республикисенчен, Мускавран тата ытти çӗртен те ярса панӑ.


Нет комментариев