Ҫӗпӗр язви — чӗрчунсемшӗн те, ҫыншӑн та питӗ хӑрушӑ чир.
Кӑҫалхи августӑн 19-мӗшӗнче Воронеж облаҫӗнчи Панин районӗнчи хушма хуҫалӑхсенчен пӗринче мӑйракаллӑ шултра выльӑх тишкернӗ чухне унта ҫӗпӗр язвин чирӗ пулнине палӑртаççӗ. Кун пирки Тутарстан Республикинчи «Россельхознадзор» управленийӗн специалисчӗсем пӗлтереççӗ.
Хальхи вӑхӑтра облаҫри ветеринари служби ҫӗпӗр язвин чирӗ сарӑлассине асӑрхаттарас тата пӗтерес енӗпе мӗнпур мероприятисене те ирттерет.
Ял хуҫалӑхӗн форомированийӗсен ертӳҫисен ҫак чир выльӑх-чӗрлӗхрен ҫынна куҫма пултарнине асра тытмалла. Çак уйрӑмах хӑрушӑ чире пултарас марри, республикăн хăрушсăрлăхӗ эпир тимлӗ, ӑнлануллă пулнинчен кăна килет. Çавăнпа та çӗпӗр язвин чирне район территорине кӗртес мар тесен, профилактика тӗлӗшӗнчен пур мерӑсене те пӑхӑнмалла.
Ҫӗпӗр язвин тата ытти чӗрчунсен чирне профилактикӑлассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем килсе тухсан, Тутарстан Республикин «Россельхознадзор» управленийӗн патшалӑх ветеринари надзорӗн уйрӑмне çак телефон номерӗпе шăнкăравлăр: 8(843) 278-93-53.
Нет комментариев