Хыпарсем

Сыхă пулăр: бруцеллёз!

Атня районӗнчи «Тукай» обществӑра выльăхсем бруцеллезпа чирленине палӑртнӑ.

Районти Ӗç тăвакан комитетăн ларусен залӗнче районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ертсе пынипе чрезвычайлӑ лару-тӑру комиссийӗн ларӑвӗ пулса иртрӗ, унта бруцеллез чирне район территорине кӗртес марри пек проблемăна сӳтсе яврӗҫ.

Лару ӗçӗнче районти патшалӑх ветеринари пӗрлешӗвӗн начальникӗ Айрат Иматдинов, районти агроуправлени начальникӗ Талгат Халитов тата специалистсем, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем тата хресчен-фермер хуçалăхӗсен ертӳҫисем, районти хуҫалӑхсен ветеринари специалисчӗсем хутшӑнчӗç.

Атня районӗнчи «Тукай» обществӑн ӗнисенчен илнӗ биоматериал Республикăн ветеринари лабораторийӗнче лаборатори тӗрӗслевӗ ирттернӗ хыççăн, выльăхсенче бруцеллез вирусӗ пуррине палӑртнӑ. Хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх 5500 пуҫ, ҫав шутра 2500 ӗне пулнӑ. Кашни кун 60 тонна чухлӗ сӗт сунӑ. Бруцеллез обществӑна 1 миллиард тенкӗ ытла экономика сиен кӳнӗ. 

Айрат Иматдинов хӑйӗн сӑмахӗнче бруцеллезпа чирлесрен асӑрхаттармалли мерӑсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑл район территорине илсе килнӗ кашни чӗрчун карантин мероприятийӗсене иртмеллине палӑртнӑ. 
Канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май, Рустам Мухаметзянов пирӗн район территорийӗнче бруцеллез чирне профилактикӑлас енӗпе ҫыхӑннӑ задачӑсене палӑртрӗ.

Справка

Бруцеллёз — выльăхсен зоонозӑллӑ, хроникӑлла инфекци чирӗ, абортсем, вилӗ е сывă юлас пултарулăхлă пӑру ҫуралакан характерлӑ чӗрчунсем. Бруцеллезпа ҫын та чирлет. Чир кăларса тăратакан ҫӑлкуҫӗсем пулса чирлӗ чӗрчунсем, вӗсен продукцийӗсем шутланаҫҫӗ. Вирус çынна чирлӗ выльăхран сывлăш ҫулӗсем урлӑ, суранланнӑ ӳт урлӑ, çаплах, чирлӗ чӗрчунран илнӗ продукци урлӑ та куçма пултарать. Ку чиртен килсе тухнă экономика сиенӗ пысӑк. Çак хуҫалӑхри мӗнпур выльăхсене Дагестанра вырнаҫнӑ ятарлӑ аш-какай комбинатӗнче пӗтермелле. Бруцеллез уйрӑмах хӑрушӑ чирсен ушкӑнне кӗменнипе, хуҫалӑха пулнă сиене патшалӑх тавăрмасть. Кун пек чухне выльӑх-чӗрлӗхе 50/50 меслетпе страхлани усӑллӑрах. Бруцеллез чирӗ пирки шикленӳ килсе тухсан, районти ветеринари пӗрлешӗвне 2-23-77 тата 2—25-77 телефон номерӗсемпе шăнкăравлăр.


Нет комментариев