Сывлӑх – телей уҫҫи
Хыпарсем

Сывлӑх – телей уҫҫи

Ҫӗнӗ Упи Культура çуртӗнче вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи ҫынсемшӗн сывлӑх сехечӗ иртрӗ.

Мероприятийӗн программине пӗлӳ калаҫӑвӗн элеменчӗсемпе мини-лекци, сывӑ пурнӑҫ йӗрки тӗлӗшпе практикăлла канашсем, ҫавӑн пекех, сывлӑха ҫирӗплетмелли хӑнӑхтарусен комплексӗ те кӗнӗччӗ. 

Сывлӑха ҫирӗплетмелли сехетӗн кульминацийӗ – сывлӑха ҫирӗплетмелли ансат та тухӑҫлӑ майсем ҫинчен пӗлӗве сарас тӗллевлӗ илӗртӳллӗ викторина пулчӗ. Мероприятире хутшӑнакансем хаклӑ информаци илнипе кӑна мар, пӗр-пӗринпе хастар хутшӑнчӗç, калаçрӗç, ҫакӑ вӗсен психоэмоционаллӑ тӑрӑмне лайӑхлатма пулӑшрӗ, лайӑх энерги пачӗ. Теорипе практика пайӗсене пӗрлештерекен мероприятин ҫак формачӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас тӗлӗшпе комплекслӑ меслет патне çывăх килнине кӑтартать. 

Çакна та палăртса хăварас пулать, сывлӑха упрасси тата ҫирӗплетесси, паллах, кашни ҫыннӑн пурнӑҫ пахалӑхӗпе ырлӑхне тивӗҫтернӗ çӗрте тӗп фактор пулса тăрать.

Ирина Ярзуткина.


Нет комментариев