Сӗтел çи теннисӗ енӗпе ӑмӑрту иртрӗ
Хыпарсем

Сӗтел çи теннисӗ енӗпе ӑмӑрту иртрӗ

«Чемпион» физкультурӑпа сывлӑх çирӗплетмелли комплексра районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисен командисем хушшинче сӗтел çи теннисӗ енӗпе ӑмӑрту иртрӗ.

Ӑмӑртӑва уҫнӑ май, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов, ҫамрӑксен ӗҫӗсен тата спорт, туризм енӗпе уйрăмăн начальникӗ Руслан Вильданов пурне те саламларӗç, ăнăçусем сунчӗҫ.

Мероприяти шайӗнче, çаплах, октябрь уйӑхӗнче вӗренекенсен Спартакиади шайӗнче иртнӗ «Кӗрхи кросра» призлă вырӑнсене йышӑннӑ командӑсене парнелесси пулчӗ. Виҫҫӗмӗш, иккӗмӗшпе пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ Ҫӗпрел, Çӗнӗ Упи тата Хулаçырми шкулӗсен командисене Хисеп грамотисемпе кубоксем пачӗҫ.
Сӗтел çи теннисӗпе ӑмӑртусенче вара районти 16 вӗренӳ учрежденийӗсенчен командăсем хутшӑнчӗç.

Кашни командăра икӗ арҫын ачапа пӗр хӗрача пулчӗç.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе I вырăна Аслӑ Аксу, II вырăна Хулаçырми, III вырăна Кивӗ Кахăрлă вӑтам шкулӗсен командисем çӗнсе илчӗç. Мӗнпур призер командăсене Дипломсем, медальсем, кубоксем пачӗç.

Справка


Призер командăсене парнелемелли кубоксемпе медальсене спонсорсем: ҫӑмӑл атлетика тата сӗтел çи теннисӗ енӗпе федерацисен Ҫӗпрел районӗнчи филиалӗсен ертӳҫисем Е. Иванцовпа А. Низамов хатӗрленӗ


Нет комментариев