Хыпарсем

Ӳсӗрле руль умне ларма юрамасть

Суд залӗнчен

Ҫӗпрел муниципаллă районӗн 1 номерлӗ обществăлла сучӗн участокӗнче руль умне ӳсӗрле ларнӑ граждансен ӗҫӗсене пӑхса тухнӑ, вӗсен тӗлӗшпе наказани палӑртнӑ.

Суд умне А. Яргунов, П. Архипов, Ф. Санатуллин, а. Дубанов тата а. Григорьев тӑчӗҫ. 
Суд вӑхӑтӗнче вӗсем айӑплине пӗтӗмпех çирӗплетсе панӑ. Ҫӗпрел районӗн сучӗ вӗсен тӗлӗшпе приговор йышӑннӑ.

Аса илтеретпӗр, юлашки ҫулсенче çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăсакансемшӗн штраф виҫи чылай пысӑкланчӗ. Руль умне ӳсӗр пуçпа ларакансене чи йывӑр наказани кӗтет. Вӗсене малтанхи пекех 15 талӑклӑха хупса лартмаҫҫӗ, ӳсӗрле руль умне ларнăшăн 30 пин тенкӗ штраф параççӗ.

Унсăр пуçне машинăпа çӳремелли правана суд урлă çулталăк çурăран икӗ çул таранччен туртса илме пултараççӗ. Маларах пӗр хут руль умне ӳсӗрле ларса çакланнă çынна тепӗр хут та çакнашкал лару-тăрура ярса тытрӗç-тӗк, ăна тата та çирӗпрех наказани кӗтет.


Нет комментариев