Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӳсӗр шофёрсене тытса чарасси малалла пырать

Районти ГИБДД ӗçченӗсен ӳсӗр шоферсене уçăмлас енӗпе рейчӗсем  малалла пыраҫҫӗ.

Черетри рейдсен вăхăтӗнче октябрь уйăхӗн иккӗмӗш декадинче кăна та  районти ГИБДД ӗçченӗсем ӳсӗр пуçпа руль тытнă икӗ шофера уçăмланă. Вӗсем Хулаçырми тата Шланка ялӗнче пурăнакансем. Вӗсене иккӗшне те ГИБДД ӗçченӗсем  тытса чарнă тата халӗ вӗсене закона пӑснӑшӑн явап тытма тӳрӗ килӗ.

Аса илтеретпӗр, водителе пӗрремӗш хут ӳсӗрле тытса чарнă чухне, унӑн преступленийӗ преступлени тунипе хакланмасть, çапах та вăл çăмăл кăна хăтăлаймасть. Пӗрремӗш хут правилăна пăснăшăн наказани: 30 000 тенкӗ калăпăшӗнче штраф; машина çӳретмелли правăна пӗр çулталăк çурăран пуçласа икӗ çулталăк таран туртса илни.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев