Хыпарсем

Социаллӑ координатор пулăшăва килет

Актуаллă калаçу

Социаллӑ координатор должноҫӗ Раҫҫейре июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем» тесе ят панă ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулăшу парас енӗпе Патшалӑх пулӑшӑвӗн фончӗ ӗҫлеме тытӑнсан, вăя кӗчӗ. Çӗпрелӗнче социаллӑ координатор — Фарида Нуртдинова. Вӑл пире ҫак фонд ҫинчен тата хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен каласа пачӗ.

— Пирӗншӗн паха граждансен пӗлтерӗшлӗ категорийӗ пулса, ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ ҫар ҫыннисен ҫемйисем, ҫавӑн пекех, ҫар юхăмӗнче хутшӑннӑ ветерансем шутланаҫҫӗ. Фондӑн тӗп тӗллевӗ тӗрлӗ ыйтусене татса панă çӗрте пулăшасси, вӗсен социаллӑ интересӗсене хӳтӗлесси.

—Мӗнле проблемăсемпе фонда кайма пулать?

— Асӑннӑ фонд медицинӑпа социаллӑ реабилитаци, эмелсемпе тивӗҫтерес, психологи пулӑшӑвӗ парас енӗпе, реабилитаци тата санаторипе курорт сиплевӗн тӗрлӗ мерисене сӗнет. Çавӑн пекех, ҫӗнӗ професси алла илесси, çӗнӗрен вӗрентесси тата ӗҫе вырнаçтарасси пек ӗçсенче кирлӗ пулӑшу кӗртет. Çакна та тӗрӗс ӑнланас пулать, эпир тӳрремӗнех пурлăх пулӑшăвӗ кăтартаймастпăр. Ҫӗнӗ должность «Социаллӑ координатор», урӑхла каласан, координацилесси, çул-йӗр кăтартасси пулса тăрать. Енчен те çемье, чӑннипе те, йывӑр лару-тӑрура пулсан, эпир республикӑри филиалпа ӗҫлекен ыр кăмăллăх организацийӗсем урлӑ пулӑшу йӗркелеме пултаратпӑр.

Паянхи куна ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене тивӗçлӗ нумай патшалӑх пулӑшӑвӗ пама пăхăннă. Нумайӑшӗ вӗсем ҫинчен пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курмаҫҫӗ.

Сӑмахран, çурт-йӗрпе комуналлă хуçалăхшăн тӳлес енӗпе ҫӑмӑллӑхсем пур. Ҫак кунсенче ҫеҫ Шланка ялӗнчен ятарлă çар операцийӗн зонинче вилнӗ Ильмир Мустафинӑн мӑшӑрӗ килсе кайрӗ. Ильмир вилнӗренпе 5 уйӑха яхӑн вăхăт иртрӗ, ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр енӗпе тӳлевсен ҫӑмӑллӑхӗсемпе усӑ курайман. Халӗ ӗнтӗ ыйтăва татса патăмăр. 

— Эсир мӗнле организацисемпе ӗҫлетӗр?

— Эпир социаллӑ фондпа, социаллӑ хӳтлӗх органӗсемпе, Юстици Министерствипе, ҫын прависем енӗпе уполномоченнӑйпа, прокуратурӑпа, ҫар комиссариачӗпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе, ветерансен тӗрлӗ обществӑлла организацийӗсемпе, ҫар çыннисен ҫемйисен ӗҫӗсен комитечӗпе пӗрле çыхăнăва кӗрсе ӗҫлетпӗр. 

Справка

«Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем» Патшалӑх фончӗн районти социаллӑ координаторӗ Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ, Кооперативная урамӗ, 10-мӗш çуртра (Пенси тата социаллă фондăн районти уйрӑмӗн ҫурчӗ) вырнаҫнӑ. Справкӑсем валли телефон: 8-843-75-2-22-55.


Нет комментариев