Шкул автобусӗн чи лайӑх водителӗ
Хыпарсем

Шкул автобусӗн чи лайӑх водителӗ

Професси ăсталăхӗн конкурсӗнче тӗрлӗ шкулсенчен шкул автобусӗсен 10 водителӗ хутшӑнчӗ

Мероприяти «Тимлӗх, ачасем!» профилактика мероприятийӗн шайӗнче иртрӗ. 

Конкурс ГИБДД инспекторӗ Рамиль Шарапов, «Çул-йӗр юхăмӗн хăрушсăрлăхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн Пӑвари уйрӑмӗн специалисчӗ Лилия Вахитова хутшӑннипе иртрӗ.

Мероприятие «Данадис» обществăра районти шкул автобусӗсен водителӗсем пӗр ушкӑн ачасене автобуссемпе илсе çӳресси ҫинченхи профилактика калаҫăвӗнчен пуҫланса кайрӗ.

Районта шкул ачисене «Данадис» обществӑн автобусӗсем илсе çӳреççӗ. Палӑртса хӑварас пулать, ачасем турттаракан шкул автобусӗсем пурте ҫӗнӗ темелле. 

Лилия Вахитова калаҫу вăхăтӗнче ҫамрӑк пассажирсене турттармалли правилӑсене аса илтерчӗ, ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен статистикине илсе кăтартрӗ, ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн наказани палăртни ҫинчен калаçрӗ. Лилия Ильдаровна, çаплах, водительсене ҫулсем çинче дистанцие тытса пыма чӗнсе каларӗ.

Професси ӑсталӑхӗн конкурсӗн теори пайӗ Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче иртрӗ. Кунта хутшӑнакансем ҫул-йӗр юхăмӗн правилисене пӗлнине кăтарса парас енӗпе ӑмӑртрӗç.

Конкурс пӗтӗм-летӗвӗсем енӗпе ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем палăрчӗç: I-мĕш вырăна Нурмихат Садыков, II-мĕш вырӑна Владимир Батырев тата III-мĕш вырӑна Рашит Хайруллин çӗнсе илчӗç. Ҫӗнтерӳҫӗсене пурне те грамотăсемпе парнесем пачӗç. Конкурса хутшӑнакансем те тимлӗхсӗр юлмарӗҫ — вӗсене те парнесем валеçрӗç. Парнесене «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» учреждени хатӗрленӗччӗ.


Нет комментариев