Волонтерсене районти Ӗç тăвакан комитетăн Тав ҫырӑвӗсене, Çӗнӗ ҫул символӗпе парнесем пачӗҫ
Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма «Ăшӑ нуски» акци йӗркеленӗччӗ. Çак акцире Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн Ҫӗпрелӗнчи уйрӑмӗн кӗмӗл волонтерӗсем тата 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем те хастар хутшӑнчӗç.
Йывӑр вӑхӑтра пирӗн халӑх яланах пӗрле пулма тăрăшнă, халӗ те ҫаплах. Районта пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнакансене май килнӗ таран пулӑшу параҫҫӗ. Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн Ҫӗпрелӗнчи уйрӑмӗн активисчӗсем кунта малти ретре тӑраҫҫӗ: вӗсем пире тӑнӑҫлӑх тата хăрушсăрлăх парнелекенсемшӗн чун-чӗререн кулянаҫҫӗ, салтаксене пулӑшма яланах хӑйсенчен пай кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн Ҫӗпрелӗнчи уйрӑмӗн офисӗнче «Ăшӑ нуски» акцин чи хастар волонтерӗсене чысламалли мероприяти иртрӗ. Мероприятире районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Раççей Пенси фончӗн Çӗпрел районӗнчи клиент службин пуçлăхӗ Роза Гафарова хутшӑнчӗç.
— Шӑпах ҫакӑн пек самантсенче эпир пӗрле тата пӗр шухăшлă пулнине туятпӑр. Эпир пурте, хамӑр пултарнӑ таран: ӑшӑ япаласемпе, апат-ҫимӗҫпе, ҫырусем çырса пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Паян эпир акци шайӗнче салтаксем валли хатӗрленӗ ӑшӑ нускисене ещӗксене тултаратпăр. Вӗсем хӗллехи сивӗ кунсемпе ҫӗрсенче окопсенче е блиндажсенче пурӑнакан пирӗн салтаксене ӑшӑтчӑр. Акцие хастар хутшӑннӑшӑн, ыр кăмăллă ӗҫӗршӗн пурне те тав тăватăп, — тесе палӑртса иртрӗ Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн Ҫӗпрелӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Дилюза Азизова, мероприятие уҫнă вăхăтра.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Раççей Пенси фончӗн Çӗпрел районӗнчи клиент службин пуçлăхӗ Роза Гафарова волонтерсене пурне те хастар хутшӑннӑшӑн тав турӗç, вӗсене сывлӑх тата ăнăçу сунчӗç.
Акцире хастар хутшӑнакан кӗмӗл волонтерсене тата 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсене Азалия Зяббарована, Амира Аюпована тата Дина Хасанована районти Ӗç тăвакан комитетăн Тав ҫырӑвӗсемпе Çӗнӗ ҫул символикине ӳкернӗ парнесем пачӗ.
Нет комментариев