Суд залӗнчен
Ҫӗпрел муниципаллă районӗн 1 номерлӗ обществăлла сучӗн участокӗнче руль умне ӳсӗрле ларнӑ граждансен ӗҫӗсене пӑхса тухнӑ, вӗсен тӗлӗшпе наказани палӑртнӑ.
Суд умне Р. Салахов, А. Долгов, Н. Мокшин тӑчӗҫ.
Суд вӑхӑтӗнче вӗсем айӑпланине пӗтӗмпех кӑтартса панӑ. Ҫӗпрел районӗн сучӗ вӗсен тӗлӗшпе приговор йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, юлашки ҫулсенче çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăсакансемшӗн штраф виҫи чылай пысӑкланчӗ. Руль умне ӳсӗр пуçпа ларакансене чи йывӑр наказани кӗтет. Вӗсене малтанхи пекех 15 талӑклӑха хупса лартмаҫҫӗ, ӳсӗрле руль умне ларнăшăн 30 пин тенкӗ штраф параççӗ. Унсăр пуçне машинăпа çӳремелли правана суд урлă çулталăк çурăран икӗ çул таранччен туртса илме пултараççӗ. Маларах пӗр хут руль умне ӳсӗрле ларса çакланнă çынна тепӗр хут та çакнашкал лару-тăрура ярса тытрӗç-тӗк, ăна тата та çирӗпрех наказани кӗтет.
Справка
2023 ҫул пуҫламӑшӗнчен пуҫласа паянхи кунччен ӳсӗрле руль умне ларнă 32 ҫыннăн ӗçне Ҫӗпрел муниципаллă районӗн 1 номерлӗ обществăлла сучӗн участокӗнче пӑхса тухнӑ.
Нет комментариев