Хыпарсем

Районта ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн эрни пырать

ГИБДД

Вӑл сентябрӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 24-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Ачасем хутшăннипе пулакан çул-йӗр-транспорт инкекӗсене профилактикăлас тӗллевпе кӑҫалхи çулăн сентябрӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 24-мӗшӗччен Тутарстанра, çав шутра Ҫӗпрел районӗнче те, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни иртет. ТР  Шалти ӗçсен министерствин Патшалăх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫуран ҫӳрекенсене çул паманни, ачасене ҫул ҫӳретес тата ачасене хӑйсене çул-йӗр правилисене пăсассине асăрхаттарас енӗпе ӗҫе вӑйлатӗҫ.

– ТР Шалти ӗçсен министерствин Патшалăх автоинспекцийӗ ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшăнакансене пурне те тимлӗ тата асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калать.

Çуран çӳрекенсене çул урлă каçас умӗн водителӗн хăвăртлăхне чакармалла. Ҫуран ҫӳрекенсем, хăйсен черетӗнче, ҫул урлӑ ҫуран ҫӳрекенсемшӗн каçмалли ятарлă вырăнтан кăна, транспорт хатĕрĕн водителĕ сана ирттерсе яма хатĕррине ĕненнĕ хыççăн анчах каçмалла. Тата водитель çуран çынсене çул урлă каçма сигнала аллине сулса ирӗк памалла, – тесе пӗлтерет районти ГИБДД уйрăмӗн пуçлăхӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.

– Ҫул урлӑ каçнă чухне е çул хӗрринче е хӗррипе пынӑ чухне, тӗттӗм вӑхӑтра е начар курӑннӑ условисенче ҫуран ҫӳрекенсен хӑйсен ҫумӗнче ҫутта тавăракан элементсем пулнă япаласем пулмалла тата транспорт хатӗрӗсене çӳретекенсен курӑмлӑхне тивӗҫтермелле. Халӑх пурӑнакан вырӑнсенче ҫуран ҫӳрекенсене ҫутта тавӑракан элементсемпе усӑ курма сӗнеҫҫӗ.

Фарăсен çывăхри çутинче машина тапраннӑ вӑхӑтра водитель тӗттӗмре 50 метртан ҫуран ҫӳрекене асӑрхама пултарать. Ҫуран ҫӳрекенсен тумтирӗнче ҫутта тавăракан элемент пулсан, çак хушă 200 метр чухлӗ ӳсет. Фарăсен инҫетри ҫутинче водитель ҫутта тавăракан элементсăр ҫуран ҫӳрекене –100 метр, ҫак элементсемпе усӑ курнă вăхăтра – 350 метр аякран курать. Çутта тавăракан элементсемпе усӑ курни ҫуран ҫынсене çаптарса хăварас хăрушлăха 65 процента чакарать, – тет ГИБДД уйрăмӗн пуçлăхӗ.

Справка

Кӑҫалхи çулăн 8 уйӑхӗнче республикӑри ҫулсем ҫинче 16 ҫула ҫитнӗ ачасем хутшăннипе 322 ҫул-йӗр-транспорт инкекӗ пулнă, вӗсенче 11 ача вилнӗ тата 348 ҫын аманнӑ. Иртнӗ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен шучӗ 30, вилекенсен – 6, аманнисен шучӗ 33 ӳснӗ.

Пассажир ачасем  хутшӑннипе килсе тухнă ҫул-йӗрпе транспорт травматизмӗ уйрӑмах пӑшӑрхантарать. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен 130 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 11 пассажир вилнӗ тата 150шӗ суранланнă.

12 çул-йӗр-транспорт инкекӗсенче ачасене турттармалли правилăсене пăснă тӗслӗхсем палăрнă, вӗсенче 3 ача вилнӗ тата 10-шӗ аманнă. Ачасем хутшăннипе 141 çул-йӗр-транспорт инкекӗ палăрнă, вӗсенче 145 ача аманнă. Велосипедист-ачасем хутшӑннипе 47 çул-йӗр-транспорт инкекне регистрациленӗ, вӗсенче 47 ача аманнă. Транспорт хатӗрӗсен водителӗсем хутшăннипе 5 çул-йӗр-транспорт пулăмӗ регистрациленнӗ, вӗсенче 5 ача тӗрлӗ шайри сурансем илнӗ.

Кӑҫалхи çулăн 8 уйӑхӗнчи пӗтӗмлетӳсемпе, ачасем асăрханусăр пулнипе 97 ҫул-йӗр-транспорт инкекӗ пулнă, вӗсенче 1 ача вилнӗ тата 97-шӗ аманнă.

Пирӗн районта ачасем хутшăннипе 1 çул-йӗр-транспорт аварийӗ килсе тухнă. Пулăм июнӗн 20-мӗшӗнче, Цивильск  – Ульяновск автомобиль çулӗн пирӗн район урлă иртекен пайӗнче пулнă. Аварире ача аманнă.


Нет комментариев