Хăйӗн çӗрӗн хăйӗн ывăлӗ
Унӑн уттинче ҫирӗплӗх, шанчӑклӑх сисӗнет. Вӑл хӑйӗн ҫӗрӗн чӑн-чӑн хуҫи пулса палăрчӗ. Тӑван ҫӗр, тӑван ял тесе пӗтӗм чун-чӗрипе çунса, тăрăшса çӳрени ашшӗ-амӑшӗнчен те куҫнӑ пулӗ. Вӗсем ҫумне тата йăх-несӗлтен килнӗ чӑтӑмлӑх, ӗҫе вӗҫне ҫитерсе пурнăçланине те хушсан, ку — Равиль Адиевич Бикчуров пулать.
Аслă Чăнлă ялӗнчи Ади тата Роза Бикчуровсен çемйинче вӗсем пиллӗкӗн ӳссе çитӗнеççӗ. Равиль — вӗсенчен чи асли. Ашшӗ трагедиллле майпа пурнăçран уйрăлса кайнă чухне унӑн аслӑ ывӑлӗ 5-мӗш класра çеç вӗреннӗ. Çак пурнăçа яваплăх туйса малалла туртасси çав ҫулхине пуçланать те пулӗ Равиль Адиевичӑн. Малтан вӑл амӑшӗшӗн, тӑванӗсемшӗн, унтан ҫемьешӗн, халӗ ӗнтӗ ялшӑн яваплăх туйăмӗ туйса пурăнать.
Институтра вӗреннӗ чухне ӑна партие илеççӗ. Вӑл вӑхӑтри ял ачисенчен сахалăхăшӗн кăна студент ҫулӗсем ӗҫсӗр иртнӗ пулӗ. Равиль Бикчуров та: «Дворникре те, грузчикре те ӗҫлерӗмӗр», — тет. Харсӑр студент-каччă çын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ преступнике тытма та пулӑшать. Паттӑр та хӑюллӑ пулнӑшӑн ӑна 40 тенкӗ виҫеллӗ стипендипе парнелеççӗ, студентсен хаҫатӗнче çырса кăлараççӗ тата пӗр тӗрӗслевсӗр, пӗр черетсӗр Коммунистсен партине илеççӗ. Ҫар службине те ӗнтӗ вӑл пиҫӗхнӗ, колхоза таврăнса пӗр ҫулталӑк ӗҫлесе ирттернӗ коммунист пек ирттерет.
Вӑл кирек ӑҫта кайсан та, кирек мӗнле ҫитӗнӳсем тусан та, ăна çуралса ӳснӗ тăван ен, çӗр яланах хӑй патнелле туртать. Зоотехник пулса «Ирек» колхоза ӗҫлеме килнӗ аслă пӗлӳллӗ специалиста, çамрăк пулнине пăхмасăр, колхозăн ун чухнехи ертӳҫисем управляющи должноҫне те шанса параççӗ. 1989 ҫултан пуҫласа 1994 ҫулчченхи тапхăр — Равиль Адиевичшӑн хӑйне евӗрлӗ шкул, ял хуҫалӑх отраслӗнче, ҫынсемпе ӗҫлес енӗпе опыт пухнă çулсем пулаççӗ. Çав — «Цильна» колхозра парторг пулса ӗçленӗ хыҫҫӑн, район ертӳçи ӑна «Ирек» колхоза ертсе пыма сӗнет. Ялӑн социаллӑ сӑн-сӑпатне лайӑх еннелле улӑштарас тесе Хусантан таврӑнма та май килмен канӑҫсӑр ҫулсем çав тапхăрта пуçланаççӗ. Районти чи малтан Аслă Чăнлă ялӗнче газ магистралне хываççӗ. Ялта медицина пункта юсаса ҫӗнетеҫҫӗ, «Васкавлӑ пулӑшу» машинине, ҫӗнӗ оборудованисем кӳреççӳ, ялсенче ҫулсем, кӗперсем тӑваҫҫӗ, электричество юписене çӗннипе улӑштараҫҫӗ, ҫӗнӗ пралуксем туртаççӗ, ҫӑкӑр пӗҫерекен цех туса лартаççӗ т. ыт. те.
Арҫынна шанса панӑ кашни тивӗçетӗрӗс пурнăçлать вăл, пӗр класра вӗреннӗ Фаимапа çемье çавăрать, икӗ ывӑл Рифпа Ильвир ҫут тӗнчене килеççӗ. Тата çакă та пур —хӑйсен аслашшӗ-ашшӗнчен юлнӑ никӗсе пăрахăçламасăр, мăшăрӗпе иккӗшӗ пӗрле, тăлăх нушине тутаннă, пилӗк ача ҫуратса ӳстернӗ амӑшне хисеплесе те пурăнаççӗ.
Паян Равиль Адиевич — «Бикчуров Равиль Адиевич» ячӗллӗ хресчен-фермер хуҫалӑхне ертсе пырать. Хресчен-фермер хуçалăхне пăхăнса тăракан 3196 гектар ял хуçалăхӗн çӗрӗсем пур. Унта вӗсем урпа, хӗвелҫаврӑнӑш, тулӑ, сахӑр чикӗнтӗрӗ акса ӳстереççӗ. Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче хуҫалӑхра тырӑ тухӑҫлӑхӗ гектартан вăтамран 38 центнера тӳрӗ килнӗ. Сахӑр чикӗнтӗрӗ вӑтамран 353 центнер тухăç панă. Асӑннӑ кӑтартусем Тутарстан Республикин шайӗнче вӑтам тухӑҫран — 13,9 центнер, Раҫҫейре — 17,1 центнертан ытла. 2023 ҫул вӗсемшӗн тата ӑнӑҫлӑрах пулнă —малтанхи виҫӗ ҫулхипе танлаштарсан хуҫалӑхӑн укҫа-тенкӗ тупăшӗ 36 миллион тенкӗ ӳссе 181,5 миллион тенке çитнӗ. Хуҫалӑхра сезон хушшинче 40 яхӑн ҫын вӑй хурать. Ку вӑл ялти 40 ҫын ӗҫ вырӑнӗсемпе тивӗçнӗ пулнине пӗлтерет.
Юлашки ҫулсенче Равиль Адиевич тата пысӑкрах ӗҫсем тума пуçăннă. Вӗсем колхозӑн ӗлӗкхи улмуҫҫи садне ҫӗнетнӗ. Пӗтӗмӗшле 42 миллион тенкӗ тӑракан программӑпа килӗшӳллӗн 40 гектар ҫӗр ҫинче пуҫланнӑ ӗҫсене: пысӑк пӗве тума, ҫӑлкуҫӗсенчен дренажпа шыв уҫлама, улмуҫҫисем, хурлӑхан, ҫӗр ҫырли лартма, вӗсене тумлам шӑварӑвӗ кӗртеҫҫӗ. Фермер хунавсем лартассине, мӗнпур строительство ӗҫне туса пӗтерсен, тепӗр ҫула планлать. Хуҫалӑхăн хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗç те унтах вырнаҫнӑ.
— Пирӗн ялӑн симӗс тум айне пулса пурăнмалли вӑхӑчӗ пур-ха, — тет вӑл.
Çавăн пек — хăйӗншӗн пăшăрханса çунса çӳрекен, пурӑнтарма тӑрӑшакан, ял ҫыннисене яланах пулӑшма хатӗр каччисемпе мухтавлă çав ял. Равиль Адиевич вара шӑпах ҫавӑн пеккисенчен. Пӗр сӑмахпа каласан, ăçта ҫуралнӑ —çавăнта кирлӗ пулнă каччӑ вăл!
Равиль Адиевич Бикчуров
Çуралнă çулӗ:
1959 çулхи январӗн 7-мӗшӗ.
Çуралнă вырăнӗ: Çӗпрел районӗнчи Аслă Чăнлă ялӗ.
Ӗç вырăнӗ:
Ҫӗпрел районӗнчи хресчен-фермер хуçалăхӗсен, ял хуҫалӑх кооперативӗсен Ассоциацийӗн ертӳçи. Çӗпрел районӗнче, Тутарстан Республикинче ăнăçлă ӗçлекен хресчен-фермер хуçалăхӗн ертӳçи.
Çитӗнӗвӗсем:
2014 ҫултанпа «Çулталӑк спонсорӗ» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи. «Регионсен ылтӑн фончӗ» орденӗпе, «Ял хуҫалӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн», Тутарстан Республикин «Чыслă ӗҫшӗн» медаль хуçи. Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ«. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ.
Юбиляр çинчен
Талгат Халитов, районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ.
— Равиль Адиевич Бикчуров — анлӑ эрудициллӗ, кашни ӗҫе тӗплӗн шухӑшласа, вӗҫне ҫитерме пӗлекен ертӳҫӗ. Ял хуҫалӑх енӗпе нумай ҫул хушши ӗҫленӗ май, вӑл районӑн экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ. Унӑн пуян ӗҫ опычӗ, ял ӗҫченӗсемпе нумай ҫул хушши тачӑ ҫыхӑну тытни тата чи кӑткӑс ыйтусене татса пама пӗлни Аслă Чăнлă ялӗнче федераци проекчӗсене пурнӑҫласси патне илсе çитерчӗ. Шухăш-планӗсем пурнăçланма, мăшăрӗпе пӗрле телейлӗ, ачисен ырлăх туйса пурăнма сунатăп ӑна!
Барис Гафуров, «Цильна» обществӑн директорӗ:
— Ӗҫӗн пуҫламӑш тапхӑрӗнче Равиль Адиевичпа пӗрле ӗҫлеме тӳрӗ килчӗ. Вӑл ҫамрӑк пулнӑ пулин те, мал курăмлă, нумай пӗлме пӗлме ăнтăлакан, кирлӗ туссем тупма пӗлекен çынччӗ.
Ял ҫыннисемпе ӗҫҫыннисен пурнӑҫӗ аграри политикипе тӳреммӗнех çыхăннă. Ҫакна ӑнланса, мал тавракурӑмлӑ пулса, паянхи кун та ял хуҫалӑх ӗçӗнче пулса иртекен йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пурăнма пӗлет Равиль Адиевич. Ӑнӑҫусем кăна пулччăр ӑна!
Роза Насибуллина, ветерансен районти канашӗн ертӳҫи:
— Равиль Бикчуров — хӑйӗн уçă сӑн-пичӗпе, шалти илемӗпе, тараватлӑхӗпе, ҫивӗчлӗхӗпе чун-чӗрене яланах савӑнтаракан, ăмсантаракан, пӗлтерӗшлӗ, йывӑр, çав вăхăтрах мӑнаҫлӑ пурнӑҫ ҫулне утса тухма пултаракан, анчах ҫав вӑхӑтрах питӗ сӑпайлӑ пулса юлма пултарнă çын вăл Равиль Бикчуров. Чи кирлӗ, яваплă, гуманлӑ професси хуçи те. Ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫин ӗҫне тараса çине хурса, виҫме пулмасть, унӑн ӗҫне вӑхӑтра курма кăна пӗлмелле. Малалла та ăнăçусем тума сывлăх пултăрччӗ!
Нет комментариев