Унӑн тӗллевӗ — Çӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсене ирттернӗ чухне халӑха тата вӗсен пурлӑхне хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси.
Кӑҫалхи декабрӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа çитес çулăн январӗн 8-мӗшӗччен район территорийӗнче пушара хирӗҫ уйрӑм режим кӗртӗç.
Унӑн тӗллевӗ — Çӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсене ирттернӗ чухне халӑха тата вӗсен пурлӑхне хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси.
Пушара хирӗҫ режим вӑхӑтӗнче 1-3 класлӑ пиротехника изделийӗсемпе (бенгаль ҫутисемпе хлопушкăсăр пуҫне) усӑ курма чараҫҫӗ.
— Пиротехника изделийӗсемпе промышленность объекчӗсенчен, транспорт инфратытӑмӗнчен (автомобиль ҫулӗсемсӗр пуҫне), топливӑпа, энергипе тивӗҫтермелли комплекссенчен 500 метр инçешӗнче кӑна усӑ курма юрать. Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе, халăх нумай çӳрекен вырӑнсенчен, автомобиль ҫулӗсенчен, уйрăм хуçалăхсенчен, нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен çак хушă сахалтантан та 30 метр пулма тивӗçлӗ, — тет Пăва тата Çӗпрел районӗсенчи районсем хушшинчи надзор ӗçӗ-хӗлӗн уйрăмӗн инспекторӗ Ильдус Валиуллин.
Нет комментариев