Районта пӗрремӗш хут  фиджитал-баскетбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ
Хыпарсем

Районта пӗрремӗш хут фиджитал-баскетбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ

Ӑмӑртусене 20 ытла команда, 63 вăйăçă хутшăнчӗ.

Фиджитал-баскетбол вӑййине уçăмлăх кӗртсе, унта командӑсем малтан виртуаллӑ уҫлӑхра выляҫҫӗ, унтан баскетбол площадкинче малалла тăсаççӗ.

Ӑмӑртусене уҫмалли мероприятие район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Тутарстан Республикинчи «Малтисен юхăмӗ» регионти уйрӑмӗн пуçлăхӗн çумӗ Алла Кондратьева килнӗччӗ

Район пуҫлӑхӗ ҫак ӑмӑртусем пуласлӑх вӑййисем пулнине палӑртрӗ. «Пирӗн вăхăтпа пӗр тан утмалла», — терӗ вӑл.

— Паян эсир пӗрремӗш хут фиджитал спорчӗпе паллашатӑр, вӑл сире килӗшессе шанатӑп. Эпир те сирӗнпе пӗрле çак спорт тӗсне аталантарӑпӑр. «Малтисен юхăмӗпе» эсир хӑвӑрӑн чи хӑюллӑ ӗмӗтӗрсене пурнӑҫа кӗртӗр. Ӑнӑҫусем сире! — терӗ Алла Кондратьева.

Фиджитал-баскетболра «Молния» (нумай профильлӗ лицей) команда ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ.


Нет комментариев