Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Районта Профсоюзсен федерацийӗн кунӗ иртрӗ

Çак мероприяти шайӗнче Тутарстан Республикинчи Профсоюзсен федерацийӗн делегацийӗ, район администрацийӗн, районти организацисемпе предприятисен ертӳҫисем, профсоюз активӗн, кадр ӗҫӗн, ӗҫ сыхлавӗн, юридически пулӑшу ӗҫӗсен представителӗсем хутшăннипе семинар-канашлу иртрӗ.

— Канашлăва районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов уҫрӗ тата илсе пычӗ.

Мероприятире Тутарстанч Республикин Профсоюзсен федерацийӗн ӗç-хӗлӗнче актуаллă ыйтусем, кулленхи тата перспективлă задачӑсем ҫинчен Тутарстан Республикин профсоюзсен федерацийӗн ертӳçин çумӗн Татьяна Васильеван, Ӗҫ законӗсен сферинче улшӑнусем тата ҫӗнӗлӗхсем ҫинчен федерацийӗн правовой ӗç инспекторӗн Гузель Мингалиеван тата «Ӗҫ сыхлавӗ — Профсоюзсен ӗҫӗнче тӗп çул-йӗр» темӑпа тӗп техника инспекторӗн Ирина Андинан доклачӗсене итлерӗç. Тухса калаçнисене видеофильмсемпе, презентацисемпе туллилентерчӗç.

Тӗлпулу туслӑ, ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ, кашниех хӑйне интереслентерекен ыйтусем пама, хуравсем илме пултарчӗ.

Мероприяти вӗҫленсе пынă май парнесем те пачӗҫ. «Тутарстан Республикин профсоюз юхӑмӗ умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» кӑкӑр çине çакмалли паллăпа Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи профсоюз организацийӗсен координаци совечӗн ертӳçи Радик Багаутдинов (ӳкерчӗкре), Хисеп грамотипе «Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи Культура çурчӗ» учрежденийӗн творчество ӗçӗсем енӗпе директорӑн çумӗ Мансур Айметов, Тав ҫырӑвӗсемпе: Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата унӑн экономика аталанӑвӗ, финанс тата ял хуҫалӑх производстви енӗпе ӗҫлекен çумӗ Ильмир Измайлов парнеленчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев