Район чемпионачӗ вӗҫленчӗ
Иртнӗ эрнере районти организацисемпе предприятисен командисем хушшинче мини-футбол енӗпе район чемпионачӗ вӗҫленчӗ.
Аса илтеретпӗр, чемпионатăн пӗрремӗш тапхӑрӗнче командăсем ҫаврашка системи енӗпе вылярӗç тата ҫурма финал кӗрешӗвӗсенче чи вӑйлӑ тӑватӑ команда палӑрчӗ. Пӗрремӗш ҫурма финал тӗлпулăвӗнче «Уйрӑм предпринимательсен» команди «Спорт шкулӗн» командине 2:1, иккӗмӗш мӑшӑрта «Татавтодор» команди 4:0 шутпа «Районти шалти ӗçсен уйрăмӗн» командине ҫӗнтерчӗç.
3 вырӑншӑн «Спорт шкулӗ» тата «Районти шалти ӗçсен уйрăмӗн» командисем хушшинчи вӑйӑ тикӗс шутпа (2:2) вӗҫленчӗ тата матчăн пӗтӗмлетӗвӗсене матчăн юлашки пенальтисем татса пачӗç, унта «Спорт шкулӗ» командăн вӑйçисем чемпионатӑн бронза призерӗсем пулса тӑчӗç.
Матчра 1 вырӑншӑн тата чемпионатӑн куҫса ҫӳрекен кубокӗшӗн «Уйрӑм предпринимательсем» тата «Татавтодор» командисем тӗл пулчӗҫ. «Татавтодор» команди организацисемпе учрежденисен командисем хушшинче мини-футбол енӗпе район чемпионачӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тăчӗ, куҫса çӳрекен кубока та вӗсем ҫӗнсе илчӗ.
Вӑйӑ пынӑ май чи лайӑх вылякансем те палӑрчӗҫ: Эмиль Валиуллин («Татавтодор») — «Чи лайӑх тапӑнакан», Имиль Халимов («Спорт шкулӗ» — «Чи лайӑх хапхаçă», Юрий Михайлов («Уйрӑм предприниматель») — «Чи лайӑх хӳтӗлекен» пулса тăчӗç.
Мӗнпур призер командӑсене Дипломсем, вылякансене парнесем пачӗç, ҫӗнтерӳҫӗ команда вара чемпионатăн куçса ҫӳрекен кубокне тивӗçлӗ пулчӗ. Чи лайӑх вылякансемпе судьясем те (Ринат Салахов тата Михаил Битяков) асăнмалăх сувенирсемпе парнеленчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев