Пулӑшăвăн хакӗ пысăк
Хыпарсем

Пулӑшăвăн хакӗ пысăк

Хурăнвар-Шăхаль ялӗнче пурӑнакансем ҫар çыннисем валли маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, тӗрлӗ пулӑшу параҫҫӗ

Ял ҫыннисем ҫак ӗҫе хаваспах пурнӑҫлаҫҫӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешӗмӗрсем тӑван тӑрӑха чиперех таврӑнччӑр теҫҫӗ.

Паян кашниех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене мӗнпе те пулин пулӑшма тӑрӑшать. Уйрӑмах ял-йыш пӗр харӑс, туслăн пулӑшса пыни, ăмсантарать, хисеп туйăмӗ çуратать. Хурăнвар-Шăхаль ялӗнче пурӑнакансем те çакӑн тӗслӗхӗ пулса тăраççӗ. Светлана Ильбеева, Хурăнвар-Шăхаль ялӗнчи клубăн заведующийӗ:

– Ятарлӑ ҫар операцийӗн теми никама та сӳрӗккӗн хӑварма пултараймасть. Волонтер ӗҫне эпир 2024 ҫул вӗҫӗнче пуҫӑнтӑмӑр. Пирӗн ял ҫыннисем паян ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ ҫӗрте службӑра тӑраҫҫӗ. Эпир вӗсене пулӑшма тӗрлӗ майсем шырарӑмӑр, ял ушкӑнне ҫырӑнтӑмӑр, халӑх хаваспах пирӗн пата хутшӑнчӗ. Маскировка сеткисем – ҫар операцийӗ ирттермелли зонӑри чи кирлӗ япаласенчен пӗри. Малтан эпир Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнчи волонтерсен ушкӑнӗ патне кайса, сетка ҫыхма вӗрентӗмӗр. Ҫавӑн пекех, пирӗн ялти ӗҫчен аппасем ҫар ҫыннисем валли чейсем, чак-чак та хатӗрлеҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫуркунне пуҫламӑшӗнче 44 килограмм чак-чак хатӗрлерӗмӗр. Ҫак ӗҫсем ялти клубра пӗрлехи ӗçпе пурнăçланаççӗ. 

Аппасем пысӑк кӑткӑс ҫыхмалли меслетпе маскировка сетки ҫыхаҫҫӗ. Ҫуркуннехи уйăхсенче ҫакӑн пек 13 сетка ҫыхса ăсатнă, 2024 ҫултанпа вӗсем 30 ытла пулнӑ. Ытларах маскировка сетки ҫыхма аслă çулсенчисем пухӑнаҫҫӗ, вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан вӗсем ҫумне шкул ачисем те хутшӑнаҫҫӗ.

– Вӗрентекенсем, вӗренекенсем уроксем хыҫҫӑн килеҫҫӗ, каҫхине пуҫтарӑнатпӑр, – тет клубăн ертӳҫи. – Çыхмалли каркаса вара, арçынсем туса пачӗç. Ялта питӗ пӗр шухӑшлӑ халӑх пурӑнать. Ҫак ырӑ ӗҫе хутшӑнман ҫын юлмарӗ те пуль. Сетка ҫыхма пӗлменнисем пурлăх енчен те пулăшу параççӗ, материалсемпе пулӑшаҫҫӗ. Кам мӗн тума пултарать, май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать. Айккинче юлакансем çук.

Нина Фасхутдиновапа Лидия Емельянова – ялти чи хастаррисем. Вӗсем пур культура мероприятине те хутшӑнаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, республика мероприятийӗсене ҫӳреҫҫӗ. Волонтерсен ушкӑнӗсенче те наставниксем пулса шутланаççӗ.

– Хаваспах ҫӳретпӗр. Эпир тӗл пулатпӑр, хутшӑнатпӑр, тӗнчери лару-тăрăва сӳтсе яватпӑр. Пӗрле чухне ҫӑмӑл. Каччăсене пулӑшу пултăрччӗ, – теҫҫӗ вӗсем.

Нина Степанован тӑванӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче службăра тӑрать. Денис кукамӑшӗпе ӳснӗ, малтанхи кунсенчех Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ çӗрте хутшӑнать.

– Питӗ тунсӑхларӑмӑр. Уявсене пурте пухӑнатпăр... Акӑ кукамӑшӗ 85 ҫул тултарчӗ...  вăл кăна çук. Тӗнче хӑвӑртрах тăнăçлантӑр, Денисăмăр та, ытти арҫынсемпе каччăсем те таврӑнччӑр, хӑйсен ҫемйисемпе пулччӑр тетпӗр. Эпир питӗ кӗтетпӗр, – тесе сунăмӗсене пӗлтерчӗ Нина Степанова.

Хатӗр маскировка сеткисене тата ытти хатӗр-хӗтӗре вӗсем гуманитари пулӑшӑвӗ пухса ярассипе ӗҫлекен волонтерсене параҫҫӗ. Маскировка сетки-и вӑл, чей- и, эмел-и, лапша-и – пулӑшăвăн хакӗ çук. Çаплах, ăшă кулă та – тӑрӑшни, сӑмах та – пулӑшу. Паллах, хавхалантараканнисем, шанчӑк ҫуратаканнисем. Чун ӑшшипе хатӗрленӗ пылак ҫимӗҫ салтаксене вӑй парасса, ӑшӑ кӑмӑлсем, сунăмсем суна-суна çыхнă сеткӑсем салтаксене пирӗшти пек сыхласса шанас килет.


Нет комментариев