Паллă кун
Октябрӗн 14-мӗшӗнче Пукрав кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. «Пукрав ăшшине хупни» (Пукрав ӑшшине тытса чарни) йӑлана кӗртеҫҫӗ.
Ҫак куна хӗллехи сивӗсем пуҫланаҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ те стенари сывлӑшсене хуплаҫҫӗ.
Пӑкӑлама хатӗрленӗ мӑка шăтăксене тултариччен кӗлӗ вулаҫҫӗ: «Эй, Турӑ! Хӗллехи сивӗсенче те ӑшӑ ҫӗрте пурӑнма пар пире, ҫак мӑк ӑшӑ тыттӑр». Унтан кам та пулин пырса ыйтать: «Мӗн тума хушатӑн ҫак мӑка?» Хуҫа: «Ăшӑ тытма хушатӑп», — тет.
Ҫав кун кил хуҫи арӑмӗсем купӑста кукли пӗҫереҫҫӗ. Кукӑль хӗррине хупнӑ май вӗсем: «Пукрав ӑшшине хупатӑп», — теҫҫӗ.
Чӳречесене те сӗрсе лартаҫҫӗ, хушӑксене питӗреҫҫӗ. Чиркӗве те каяççӗ çак кун.
Нет комментариев