Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пӗтӗм Раççейри наркотиксене хирӗç акци

Наркотиксене – Çук!

Мартăн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен Тутар Республикинче «Ăҫта вилӗмпе суту-илӳ тӑваҫҫӗ, пӗлтер!» Пӗтӗм Раҫҫейри наркотиксене хирӗç акцийӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ старт илчӗ. Çак акци 2017 ҫултанпа иртет. Акцин тӗп тӗллевӗ – çитӗнекен çамрăк ăрăва вилӗмрен сыхласси, наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне хирӗҫ тӑни тата вӗсене пӗтерес тӗллевпе общественнӑҫа явӑҫтарасси. Мероприятие, ҫавӑн пекех, наркомани енӗпе профилактика тата сиплев енӗпе ӗҫлекен специалистсем те хутшӑнаҫҫӗ.

– Пирӗн район гражданӗсем икӗ эрне хушшинче полицие талӑкӗпех 02 (мобиль телефонӗнчен – 102) е 8 84375 2-20-45 телефон номерӗпе наркопритонсен адресӗсене, наркотиклă ӳсентӑранӗсене (мак тата кăнтăр) упракан тата суту-илӳ вырӑнсем ҫинчен пӗлтерме пултараҫҫӗ. Пӗлтерӳ анонимлӑхӗ гарантиленет, – тет кун пирки РФ Уголовнӑй следстви уйрăмӗн пуçлăхӗ, полици майорӗ Амир Ахмедов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев