Професси хуçисем
Манма ирӗк çук
Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗнче районта ҫуралса ӳснӗ, ют районсемпе хуласенче ӗҫленӗ милиционерсем ҫинчен нумай информаци пуçтарăннă. Ҫавсен шутӗнче, служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хӑйсен пурнӑҫне шеллемен ентешӗмӗрсем те пур.
Нумай ҫул хушши уйрăмăн ветеранӗсен советне ертсе пыракан отставкӑри милици майорӗ Фариз Шакиров, Шалти ӗçсен ӗҫченӗсен професси уявӗпе ҫыхӑннӑ май, Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче пурӑнакан Масгуд Аббазов патне кайса килчӗ. Милици сержанчӗ Масгуд Шагизянович 90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче республикӑри Пӗкӗлме хулинче пост-патруль службинче ӗҫленӗ.
Хӑюллӑ, ӑслӑ та тӗреклӗ ҫамрӑк хула милицийӗнче хисеплӗ ӗçчен пулса шутланнă. «Инкек ура айӗнче», текен сӑмах тӗрӗс иккен. 1995 ҫулхи июнӗн 21-мӗшӗнче тарӑн юханшывра инкеке лекнӗ милиционера больницăна ăсатаççӗ. Ун хыççăн «пӗрремӗш ушкӑн инвалид» парсан, ентешӗмӗре Пӗкӗлмери милици уйрăмӗнчен кайма, тăван ялне, Кӗçӗн Чăнлăна таврӑнма тӳрӗ килет.
Владимир Саймуллов (Кӗҫӗн Упи ялӗ) Чӗмпӗр хулинчи Засвияжски районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗнче пост — патруль службин командирӗн должноҫне пурнăçлать. Черетлӗ рейда тухас умӗн вӗсем ларса пыракан ятарлă автомобиль çул-йӗр-транспорт аварине лекет. Тӗрлӗ шайра суранланнă ӗҫтешӗсене пулӑшнӑ вӑхӑтра автомобилӗн бензин бакӗ сирпӗнет. 30 ҫулти милици лейтенанчӗ Владимир Саймуллов та çав вырăнта вилет.
Фариз Шакиров Владимирăн Кӗҫӗн Упире пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ, Виктор Ивановичпа Светлана Спиридоновна, патӗнче пулчӗ, вӗсене хăюллă та патвар чӗреллӗ ывӑл пăхса ӳстернӗшӗн тав турӗ, асӑнмалӑх парне пачӗ.
— Парнене илме спонсор пулӑшӑвне пирӗн ӗлӗкхи ӗçтешӗмӗр Фаргать Шигапов пачӗ, — тет вăл. — Ӗçӗсенче хăюлăх кăтартса, пурнăçӗсене шеллемен çынсем манăçăнма тивӗçлӗ мар, — тет Фариз Алимзянович.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев