Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Прицеплӑ мотоблок транспорт хатӗрӗ

Кӑҫалхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗн сучӗ районта пурӑнакан ҫын тӗлӗшпе приговор йышăнчӗ.

Суд умне тӑратнӑ ҫынна Раççей Федерацийӗн кодексӗн 264.1 статьян 1-мӗш пайӗпе преступлени тунӑшӑн айӑплӑ тесе палăртнă (ӳсӗр пуçпа ытти механика транспорчӗпе çӳрени, ӳсӗрле транспорт хатӗрӗпе çӳренӗшӗн административлӑ правӑна пӑснăшăн наказани илнӗ çын).

2022 ҫулхи июнӗн 3-мӗшӗнче 23.00 сехетре районти Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ, Техническая урамӗ, 25-мӗш çурт патӗнче ҫынсене тата грузсене турттарма хатӗрленӗ прицеплӑ мотоблока чараççӗ, водителӗ вара ӳсӗр пулни палăрать.

Унччен ҫак водителе ӳсӗрле транспорт хатӗрне çӳретнӗшӗн административлӑ явап тыттарнӑ пулнă, 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха водитель прависӗр хӑварнӑ.

Суд тишкерӗвӗ ирттернӗ автотехника экспертизипе килӗшӳллӗн Lifan маркӑллӑ мотоблок прицеппа пӗрле транспорт хатӗрӗ пулнине тата пӗр осьлă тракторсен категорийӗн шутне кӗнине палӑртнӑ.

Суд район прокурорӗн позицийӗпе килӗшет тата Р. на 1 ҫул та 6 уйӑха транспорт хатӗрӗпе çӳремелли ӗç-хӗлпе ӗçлемелли правăран хăтарса, 200 сехет хушши ирӗксӗрлесе ӗçлеттермелли наказани палăртать.
Прицеплӑ мотоблока патшалăх тупӑшне çавăрнă. Суд решенийӗ хальлӗхе законлă вăя кӗрмен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев