Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫӗпрел ачисен çуллахи канӑвӗ кӗрлесе иртрӗ

Çуллахи сывлӑха çирӗплетекен кампанире 1208 ача тӗрлӗ лагерьте канчӗç

Ачасен ҫуллахи канӑвне тата вӗсене ӗҫпе тивӗҫтересси — районти социаллӑ политикӑн тӗп ҫул-йӗрӗ. Кӑҫал районта ачасен çуллахи канӑвӗ мӗнле иртнӗ? Кăçалхи вӗренӳ ҫулӗн кӗрхи тата хӗллехи каникулӗсен вăхăтне, ҫитес ҫул валли плансем ҫинчен ачасемпе ҫамрӑксен канӑвне йӗркелес енӗпе ӗҫлекен ведомствăсен хушшинчи комиссийӗн анлӑ ларӑвӗнче калаҫрӗҫ.

Ларӑва çутӗç представителӗсем, социаллӑ учрежденисен ертӳçисем тата ӗҫлекенсем хутшӑнчӗҫ.

Мероприятие ведомствăсен хушшинчи комиссийӗн ертӳçи Айрат Залялов илсе пычӗ.
Айрат Залялов, кӑҫал ачасен канăвӗ усӑллӑ та содержаниллӗ пулнине палӑртса, ҫак кампание хӑйӗнчен пай кӗртнисене пурне те тав турӗ. 

— Чи кирли — ҫуллахи канмалли кунсем инкек-синкексӗр иртсе кайрӗҫ. Анчах тумалли ӗçсем пайтах-ха. Пирӗн ачасемпе интересленмелле, вӑхӑтран, пурнӑҫран, паянхи кунран юлмасӑр ӗҫлемелле, — терӗ вӑл.

Ачасен кӑҫалхи ҫуллахи канӑвне йӗркелени ҫинчен тулли содержаниллӗ докладпа çутӗç пайӗн начальникӗн воспитани ӗçӗ енӗпе çумӗ Дарья Батанова тухса калаçрӗ.

— 2023 ҫул валли планпа килӗшӳллӗн район калӑпӑшӗнче ҫул ҫитмен 1520 ачан канӑвне тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫуллахи кану тата сывлăха çирӗплентермелли кампани пынă вăхăтра 7 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитичченхи 1208 ача каннӑ. Приоритет ытларах пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ҫемьери ачасене парăнчӗ. Кану лагерӗсене ачасене июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа йышӑнма пуçларӗç, — тесе калаçрӗ Дарья Алексеевна. 

Тӗпрен илсен, июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен 13 вӗренӳ учрежденийӗнче шкул ҫумӗнчи лагерь ӗҫне те икӗ сменӑпа йӗркеленӗ. Унта пурӗ 500 ача каннӑ. 
Ҫавӑн пекех, июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 18-мӗшӗччен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 15 учреждени базинче ӗҫпе кану лагерӗсем ӗҫленӗ. Июнӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен Алешкин-Саплăк вăтам пӗлӳ паракан шкулта палатка лагерӗ йӗркеленӗ.

Ачасен ҫуллахи канăвне тата ӗҫпе тивӗҫтерессине йӗркелессине ытларах «Чайка» лагерьте илсе пынă. Лагерьте виҫӗ сменӑпа 200 ытла ачана йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унта «Галактика ачисем» тесе ят панă палатка лагерӗ ӗҫленӗ. Унта тӳлевсӗр путевкӑсемпе ҫул ҫитмен ачасен ӗҫӗсен тата вӗсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен комиссийӗнче учетра тăракан 40 ача сывлӑхне çирӗплетнӗ.

— Ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелес ӗҫе районти социаллӑ учрежденисенче ӗҫлекенсем пысӑк тӳпе хыврӗҫ. Ачасен творчество ҫурчӗ, искусство шкулӗ, музейсемпе библиотекӑсем, «Созидание» клуб тата çар юхăмӗн ветеранӗсем акцисем, вӑйӑсем, викторинӑсем, выставкӑсем, флешмобсем, конкурссем, мастер-классем, калаҫусем, ҫулҫӳревсем, квестсем тата ытти мероприятисем йӗркелерӗç,— терӗ Дарья Батанова. — Мероприятисене педагог тата наставник çулталӑкӗн, ҫавӑн пекех, Наци культурисемпе йӑла-йӗркесен ҫулталӑкӗн шайӗнче пур правилӑсене те пурнăçласа ирттерчӗç. 

Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫуллахи кану вӑхӑтӗнче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене вӗренмелли, ачасене тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвне явӑҫтарасси, наркомани, табак туртасси, алкоголизм тата преступлени пек япӑх витӗм кӳрекен проблемӑсене асӑрхаттарасси, правона пӑсассине профилактикăласси, патриотла воспитани парасси çине пысӑк вырӑн парăнчӗ, терӗ тата ҫак темӑсем малашне те приоритетлӑ пулассине палӑртрӗ.
Календарьте пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ датӑсене: Ачасене хӳтӗлемелли, Раççей, Астăвăмпа хурлăх, Çамрӑксен, Çемье тата юратупа шанчăклăх кунӗсем тата ытти çавăн пек паллă историллӗ пулăмсене ытларах вырăн уйӑрма кирлӗ пулнине каласа иртрӗ.

Дарья Батанова Ҫӗпрел ачисем, районăн территорийӗсӗр пуҫне, пӗтӗм республикипе йӗркеленнӗ профиль лагерӗсене хастар хутшӑнни ҫинчен калаçрӗ. Ҫапла, июнӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 6-мӗшӗччен Апастово районӗнчи «Свияга+» ачасен санаторипе сывлӑх лагерӗн базинче «Ҫамрӑк десантник» ҫарпа патриотла палатка лагерӗнче пирӗн районти 30 ытла ача каннӑ. Ҫавӑн пекех, июлӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 3-мӗшӗччен предмет олимпиадисен, наука конференцийӗсен, пултарулӑх конкурсӗсен тата спорт ӑмӑртӑвӗсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем «Сэлэт» Пӗтӗм Тӗнчери XII ҫамрӑксен çутӗç форумӗн 4, 5 сменисенче хутшӑннӑ. 

Хӑйӗн сӑмахне вӗҫленӗ май, Дарья Алексеевна кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче тата çитес ҫуллахи уйӑхсенче ачасемпе ҫамрӑксене тӗллевлӗн кантарассине йӗркелеме кирлине палӑртса, палӑртнӑ задачӑсене пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунчӗ, 

Мероприяти вӗҫленнӗ май, 2023 ҫулхи ҫуллахи сывлӑха çирӗплетмелли кампание йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑнакансене ведомствăсен хушшинчи комиссийӗн ертӳçин Тав ҫырӑвӗсемпе наградӑларӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

1

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев