Хыпарсем

Поэзи кӗтесӗ

Кӗтмен сасă

Эп вăрантăм сасăпа, 
Такам шаккать кантăкран.
Эп тухатăп пăлтăра, 
Ватлăх килнӗ ман пата.
Çавă çӳрет шаккаса,
Ирех мӗн туса çӳрет?
Эп пӗлменччӗ вӗт ăна,
Çамрăк ӗмӗр иртсе кайрӗ,
Ватлăх килчӗ ман пата. 
Çул кăтартрӗ вăл мана,
Çулӗ вăрăм, тикӗс мар,
Пăрăнчăксем питӗ нумай.
Кукăр-макăр тăвалла,
Сывлăш пӳлӗнет, такăнтарать урана.
Икӗ çиччӗ манăн халӗ,
Эп утатăп çав çулпа.
Ирхи тӗттӗм каçсенче
Çамрăклăх аса килет.
Çамрăк ӗмӗр юлчӗ хыçала,
Килес çук вăл каялла.
Вӗçӗ вара паллă мар,
Тунсăх пусать ман чуна.
Пурпӗрех ман утмалла
Вӗçне манăн тухмалла.


Николай Журавлев, Кивӗ Çӗпрел ялӗ.


Нет комментариев