Реклама
Хыпарсем
Пирӗн район çынни конкурсра çӗнтерчӗ
Кивӗ Упи ялӗн библиотекарӗ Елена Морозова iPhone – 12 хуҫи пулчӗ
Пӗлетпӗр ӗнтӗ, иртнӗ эрнере Патшалăх Думин суйлавӗсем иртрӗç. Çак мероприяти пынă вăхăтра конкурс та йӗркелерӗç.
Ҫакăншăн суйлавҫӑсен суйлав участокӗсенче сӑн ӳкерӗнсе, ăна ВКонтакте тата Инстаграм сечӗсенче #МойТатарстан хэштегпа вырнаçтармаллаччӗ. Конкурсăн призӗсем те сумлă – iPhone – 12 телефон.
Çакăн пек телей пирӗн район çыннине пӳрчӗ – Кивӗ Упи ялӗнче пурăнакан Елена Морозова телефонлă пулчӗ. Елена ялта библиотекарь пулса ӗҫлет, икӗ ача ҫитӗнтерет.
– Ҫакăн пек конкурса пӗрремӗш хут хутшӑнтăм. Конкурсра хутшăнакансен шучӗ те нумайчӗ. 36 телефон вылянтарчӗç. Çавсенчен пӗрне эпӗ выляса илтӗм. Паллах, эпӗ телефон выляса илме пултарнăшăн питӗ савӑнтăм. Тавтапуҫ йӗркелӳçӗсене. Вӗсем манпа ҫыхăнчӗç, парнене почта урлă ярса парасси çинчен пӗлтерчӗç, – тесе савӑнăçне пӗлтерет Елена.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев