Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Паллă мар салтаксене аса илсе

«Этномириада» фестиваль иртрӗ

«Этномириада» халăхсен хушшинчи культура традицийӗсемпе халӑх художество пултарулӑхӗн фестивалӗ кăçалхи 2023 ҫул — Тутарстанра Наци культурисемпе йăли-йӗркисен çулталăкӗн шайӗнче иртрӗ.
Декабрӗн 2-мӗшӗнче Хусанти патшалӑх культура тата искусство институтӗнче «Этномириада» X1-мӗш халăхсен хушшинчи культура традицийӗсемпе халӑх художество пултарулӑхӗн фестивалӗн иккӗмӗш турӗ иртрӗ. 

«Этномириада» финалне Хусана Тутарстан, Пушкӑртстан Республикисенчен, Чӑваш Енрен, Марий Эл, Мордва тата Чечня Республикисенчен, Ростовран, Волгоградран тата Астраханьрен, Красноярскран, Новосибирскран, Кемеровăран, Кӑркăстанран, Казахстанран, Китайран тата Монголирен коллективсемпе солистсем килнӗччӗ.

Конкурсăн финалӗнче хутшӑнма пӗрремӗш тур ҫӗнтерӳҫисене чӗннӗччӗ, вӗсен хушшинче пирӗн районти икӗ коллектив та пурччӗ. Вӗсем 35ччӗ. Вӗсем «Фольклор ансамблӗсем» номинацире Людмила Сердцева ертсе пыракан «Хӗлхем» ансамбль тата «Мишари» ачасен фольклорпа этнографи кӑтартуллӑ ансамблӗ (ертӳçи Ольга Ефремова). Акӑ ӗнтӗ 10 ҫул ытла «Хӗлхем» ансамбль чӑваш фольклорне упрас, ҫӗнӗрен чӗртсе аталантарас енӗпе районти тата республикăри куракансене савӑнтарать.

Этнопирамида Фото Геннадий КарсаковАнсамблӗн пур хӗрарӑмӗсем те асаннесен кӗмӗл эрешлӗ, килте тӗртнӗ авалхи чӑваш кӗписемпеччӗ тата арҫынсем авалхи стильлӗ кӗпесем тăхăннăччӗ. «Мишари» ачасен коллективӗн ансамбльне 2018 ҫулта наци культурин ҫӑлкуҫӗсене явӑҫтарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Коллективра 8 арҫын ачапа 14 хӗрача. Ку ансамбль те районăн тата республикӑн культура пурнӑҫне хастар хутшӑнать. Ансамбль Раҫҫей Президенчӗн 350 пин тенкӗлӗх грантне выляса илчӗ.

Çак коллектив темиçе республикӑри тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссемпе фестивальсен лауреачӗ пулса тӑрать. «Хӗлхем» чăваш халăх ансамблӗ тата «Мишери» ачасен коллективӗн ансамблӗ, уйрăм тухса юрлас енӗпе номинацире Людмила Сердцева конкурс-фестивалӗн иккӗмӗш степеньлӗ лауреат дипломӗсене тивӗҫрӗç. 

Районти артистсен ячӗпе район администрацине тата культура пайне ҫак мероприятире хутшăнма май туса панăшăн тав тӑватпӑр, ҫавӑн пекех ҫак икӗ коллективăн артисчӗсене саламлатпӑр, вӗсене сывлӑх тата пултарулăхра ăнăçусем сунатпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев