Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Нумай йывăрлăх тӳссе  ирттернӗ Насима аппа

Ҫӗнӗ Чакă ялӗнче пурӑнакан Насима Зайдулловна Низамутдинова ҫак кунсенче 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.

Насима Зайдулловна ӗмӗрӗ тӑршшӗпех колхозра тӗрлӗ ӗҫре вӑй хунӑ, пенсие тухас умӗн темиҫе ҫул Çӗнӗ Чакă клубӗнче техничка пулса ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем тӑватӑ ачана пурнӑҫ парнеленӗ. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра пӗр ывӑлпа виҫӗ хӗр пăхса ӳстернӗ. Шел пулин те, Насима аппана пӗчӗк ачисемпе тăлăха хӑварса, мăшăрӗ ир пурнăçран уйрăлса каять. Пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнмасӑр, вӑл хӗрсемпе ывӑлӗсене пӑхса ӳстерет, вӗсене тивӗҫлӗ воспитани тата пӗлӳ парать, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшать. Паянхи куна Насима Зайдулловна ялта пӗчченех пурӑнать, ӑна социаллӑ ӗҫчен пăхса тăрать, кӳршисем те хисеплӗ ветерана хăйне кăна хӑвармаҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ. Хисеплӗ ветеранӑн 7 мӑнук тата 4 кӗçӗн мӑнук.

Тыл ӗҫченне тата ӗҫ ветеранне сумлă юбилей ячӗпе саламлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Хулаçырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Усмендеев килнӗччӗ. Вӗсем ветерана юбилей ячӗпе саламларӗҫ, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин ячӗпе саламлӑ открытка тата район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ячӗпе парнесем пачӗҫ, сывлӑх сунчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев