Хыпарсем

Номерсем таса мар пулсан...

Тимлӗ пулăр!

Машинӑсен номерӗсем таса мар пулсан, 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ е 1 уйӑхран пуҫласа 3 уйӑх таран правасӑр хӑвараҫҫӗ.

Патшалӑх номерӗ вуланман автомобиле çӳретнӗшӗн водител.асӑрхаттару пама, виҫӗ уйӑх таран правасăр хăварма та пултараççӗ. 

«Машинӑн вуланман номерӗ тесе мӗне шутламалла? Сӑмахран, хӗлле юр вӑйлӑ ҫӑвать, эсир вара машинӑпа трасса тӑрӑх пыратӑр. Машинӑна тин ҫеҫ ҫуса тасатнӑ пулсан та, 15 минутран машина вараланма пултарать, номерсем чӑннипе те курӑнмӗҫ. Инспектор кун пек чухне штрафламасть, йӗркене пӑснине пӗтерме ҫеҫ ыйтать», – тет районти ГИБДД пайӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Михайлов.

– Анчах та лайӑх ҫанталӑкра машинӑсен номерӗсем таса мар пулсан, явап тыттарма пултараççӗ. Тӗслӗхрен, хӑш-пӗр автомобилистсем уйрӑм символсене пытарас тесе номерсен пӗр пайне юрпа, пылчӑкпа е ытти япалапа ятарласа хуплаҫҫӗ. Кун пек чухне водителе 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме е 1 уйӑхран пуҫласа 3 уйӑх таран правасӑр хӑварма пултараҫҫӗ.

 


Нет комментариев