Пенсисене индексацилессине пӑхса хӑварман пулин те, граждансен хӑш-пӗр категорийӗсем тӳлевсем ҫумне хушма тӳлев илӗҫ.
Граждан авиацийӗн сывлӑшри карапӗсен вӗҫев экипажӗсен членӗсем пулса ӗҫленӗ пенсионерсемшӗн тӳлевсене хушма тӳлеве çӗнӗрен шутласа кăларӗç. Ҫакӑ специалистсен пулӑшӑвӗпе усӑ куракан организацисен тӳписемпе ҫыхӑннӑ.
Кӑмрӑк промышлен-ноçӗн предприятийӗсенче ӗҫлекен хӑш-пӗр специалистсем те пенси ҫумне хушма тӳлевсем илӗç. Ку кӑмрӑк кӑларас тата шахтӑсем тӑвас ӗҫе хутшӑнакансене тивет.
Ноябрь уйӑхӗнче 80 ҫул тултарнă граждансен пенсийӗсем ӳсӗҫ. Ӑна автоматлă майпа Социаллӑ фондăн даннӑйӗсемне шута илсе туса хурӗҫ.
Банкротлӑх ҫинчен калакан закона улшӑнусем кӗртеҫҫӗ. 25 пинрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран парӑмӗ пулнă ҫынсене, суда чӗнмесӗрех, банкрот тесе йышӑнма ҫӑмӑлтарах пулать. Ӗлӗк ку чикӗсем 50 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран пулнӑ.
Автомобильсем ҫине ҫӗнӗ требованисем лартаҫҫӗ. Ноябрӗн пуҫламӑшӗнчен Раççейре туса кăларакан автомобильсем ҫине антиблокировка системине (ABS) вырнаҫтармалли требование каялла тавӑрма палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне, улшăнусем Раҫҫей автомобилӗсен двигателӗсен минималлă ирӗк панă экологи класне пырса тивеҫҫӗ: ӑна Евро-0 пуҫласа Евро-2 таран ӳстерӗҫ.
Октябрӗн 30-мӗшӗнчен тавар туянакансен валли хушма тавар, ӗҫ тата пулӑшу ӗçӗсене ирӗксӗрлесе кӗртнӗшӗн штраф парасси çинчен закон вăя кӗчӗ, тесе пӗлтерет Патшалăх Думин спикерӗ Вячеслав Воеводин.
«Закон граждансене тӳрӗ мар сутуҫӑсенчен хӳтӗлӗ. Вӑл суту-илӳ договорӗ çумне хушма тавар е пулӑшу ӗҫӗсене ирӗксӗрлесе туянмалли условисем кӗртнӗ тӗслӗхсене кӑларса пӑрахӗ», – терӗ В.Воеводин.
Таварсемпе пулӑшу ӗҫӗсене ирӗксӗрлесе кӗртнӗшӗн чи пысӑк наказани 40 пин тенкӗпе танлашать, унӑн прависене пӑснипе ҫыхӑннӑ потребитель требованийӗсене пӑхса тухма сăлтавсăр килӗшменшӗн чи пысӑк штраф вара 300 пин тенкӗпе танлашӗ.
Нет комментариев