«Нимӗнсӗр тăрса юлтăмăр»
Хыпарсем

«Нимӗнсӗр тăрса юлтăмăр»

Инкек

Сентябрӗн 3-мӗшӗнче Матак ялӗнче пушар тухрӗ, ҫавна пула нумай ачаллӑ ҫемье нимӗнсӗр тӑрса юлчӗ. Шумиловсен кил-çурчӗ, хуралтисемпе пӗрле пӗр самант хушшинче ҫунса, кӗл купине çаврăнать. Инкек электричество пралукӗ юсавсӑр пулнипе килсе тухнă, тесе шутлаҫҫӗ. 

— Хӑнана кайма хатӗрленеттӗмӗрччӗ. Тумсем утюгласа тăраттăм, сасартӑк ҫутӑ сӳнчӗ. Çав вăхăтра ывӑлăм чупса кӗчӗ те: «Анне, эпир ҫунатпӑр», — терӗ. Миçе çул хушши çавăрнă кил-çуртăмăр, ӗмӗр тăршшӗпе пухнă пурлăхăмăр, куç хупса иличчен, çук пулчӗ. Сарайӗнчи выльӑхсем те ҫунчӗç, юрать-ха ӗнесем кӗтӳреччӗ. Паян вӗсем кӳршӗсен сарайне таврăнаççӗ. Çире мӗн пур, çавăн пек урамра тăрса юлтăмăр. Хӑнана кайнă чухне икӗ ачамăра килте хӑварасшӑнччӗ, Турӑ сыхларӗ пулас. Документсене те илсе тухма ӗлкӗреймерӗмӗр. Вут-çулăм питӗ вăйлă алхасрӗ, пушара эпир хамӑр тӗллӗн кăна сӳнтерме пултараймарӑмӑр. Лӑпланма пултараймасӑр миҫе кун йӗтӗм. Хальлӗхе эпир мăшăрăмăн тӑванӗсем патӗнче пурӑнатпӑр, — тет Алена Шумилова.

Шумиловсен ҫемйине районта пӗлмен çын ҫук та пулӗ. Ҫемье пуҫлӑхӗ Владимир Иванович Матак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать, Алена Владимировна шкулта ӗҫлет. Ҫемьере тӑватӑ ача. Тӑваттӑшӗ те шкул ачисем. Шкул валли хатӗрленӗ хатӗр-хӗтӗрсем, тумтирсем, япаласем пурте вут ăшӗнче юлнă.

Шумиловсем — питӗ активлӑ, творчествăлла пултаруллă ҫемье. Нумаях та пулмасть вӗсем «Эхо веков в истории семьи» конкурса хутшӑннӑччӗ. 

— Паянхи пурнӑҫра ҫынсем пӗр-пӗрин тӗлӗшпе хӗрхенӳсӗр, ыр кăмăллăх та çук, тесе калаҫҫӗ пулин те, ку апла маррине эпир хамӑр курса ӗнентӗмӗр. Пирӗн ҫемье çине йăтăнса аннă хуйха пӗрле пайласа, нумайăшӗ пулăшу кăтартрӗç. Пире палламаннисем те, çаплах, нихăçан курса калаçман çынсем те пулӑшрӗҫ. Чи малтанах, район пуҫлӑхне Марат Гафарова тав сăмахӗ пӗлтерес килет. Ырă чӗреллӗ пулнă: «Цильна» обществӑн директорӗ Барис Гафуров, хресчен-фермер хуçалăхӗсен ертӳҫисем Равиль Бикчуров, Ильмир Махмутов, «Прогресс» предприятийӗн ӗҫченӗсем, «Находка» суту-илӳ центрӗн ӗҫченӗсем, мӑшӑрӑмпа ӗлӗк пӗрле ӗçленисем, мечӗтсем, чиркӳсем, тӑвансем, пӗр класра вӗреннисем, туссем, ял çыннисем, районти пӗлӳ паракан учрежденисен, ача сачӗсен коллективӗсем тата, çаплах, Магаданран та укçа-тенкӗ пулăшăвӗ куçарчӗç. Банк картти ҫинче ятне кӑтартасшӑн пулман ырӑ ҫынран та самаях пысăк укçа-тенкӗ кӗчӗ. Хамăра пӗлнӗ, хамӑр пӗлмен районти аслă çулсенчи çынсенчен пуçласа кӗҫӗнни таранах, пурне те чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Хăшӗ тумтирпе, хӑшӗ апат-ҫимӗҫпе пулӑшрӗ, халӗ те пулсан, ҫаплах, пулӑшсах тăраççӗ. Ҫак йывӑр минутсенче эпир пӗччен кăна пулмарăмăр. Çакăн пек инкеке никамăн та курмалла ан пултăрччӗ, пире пулӑшакансене ырӑ туни ырӑпах таврăнтăрччӗ, — теҫҫӗ Шумиловсем. 

Шумиловсен ҫемйине пулӑшас текенсем 89030612959 телефонпа укҫа-тенкӗ куçарма пултараҫҫӗ. Çак телефон номерне Владимир Иванович Шумилов ҫине регистрациленӗ, «Сбербанк» карттипе çыхăннă.


Нет комментариев