Наукăпа практика конференцийӗ
Хыпарсем

Наукăпа практика конференцийӗ

Хусан хулинче Раççей Федерацийӗн халăхсен чӗлхисемпе регионсен хушшинчи Наукăпа практика конференцийӗ тата шкул ачисен вулавӗ иртрӗ

Валентина Петрова, аслă категориллĕ, Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ

Çулсерен иртекен регионсен хушшинчи Наукăпа практика конференцийĕ тăван чĕлхене упраса хăварас 2023-2030 программăпа çирĕпленсе кăçал та тухăçлă иртрĕ. 

Çак мероприяти ТР Вӗрентӳпе наука министерстви, ТР Вӗрентӳ аталанăвӗн институчӗ, Хусан хулин Вӗрентӳ управленийӗ, Тутарстан Халăхсен ассамблейи йӗркеленипе иртет. Наукăпа практика конференцийӗпе шкул ачисен вулавӗсен форумне хутшăнма кăçал Çутĕç министерствине 300 ытла ĕç ярса панă, вĕсенчен 100 ытла чи лайăх ĕçе суйласа илнĕ. 

Çак кун 7 секци (вырăс, тутар, чăваш, мари, мордва, удмурт тата пушкăрт филологийӗ) ӗçлерӗ. Нукăпа практика конференцинче Тутарстан Республикисĕр пуçне, Пушкăрт, Мордови, Удмурти Республикинче, Раççĕйри тĕрлĕ хуласенче вĕренекенсем те пурччӗ. Чăваш филологи ушкăнĕнче Теччӗ, Элкел, Çĕпрел районӗсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. 

Пирĕн районтан кăçал чăваш секцийĕнче 3 вĕренекен хутшăнчĕ. Алёшкин-Саплăк тулли вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Ксения Семёнова (ертӳçи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Н. В. Григорьева) «Çеçпĕл юратăвĕ: çĕкленӳ-ши, асап-ши?» темăпа тухса калаçса лауреат дипломне тивĕçлĕ пулчĕ. 

Хулаçырми тулли вăтам шкулĕнчи 8-мĕш класра вĕренекен Мария Копьева (ертӳçи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Н. И. Тарасова) «Пирĕн енри çыравçăсем» темăпа калаçса призёр дипломне тивĕçлĕ пулчĕ, 9-мĕш класра вĕренекен Евгения Синдюкова (ертӳçи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ В. Н. Петрова) «Туган як» — «Тăван ен» Çĕпрел районĕнчи хаçат ĕнер тата паян" темăпа тухса калаçрĕ.

Евгения Синдюкова хаçатăн историне, паянхи кун хаçат мĕнле вырăнта тăнине, хаçатра ĕçленĕ çынсемпе тĕл пулни тата тĕрлĕ ĕçсем туса хаçата тĕпчени çинчен каласа пачĕ. Жюри членĕсем Евгения Синдюкован ĕçне тивĕçлĕ шайра хак парса, çĕнтерӳçĕ дипломĕпе чысларĕç.

Жюри членĕсем Чăваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чăваш чӗлхипе литературин кафедрин ертӳçӗ ӗçӗсене тăваканӗ Анна Семёновна Егорова доцент; Тутарстан Республикин çыравçисен пĕрлешĕвĕн ертӳçи, республикăри «Сувар» хаçачĕн тĕп редакторĕ Ирина Фёдоровна Трифонова кашни ӗçе уйрăммăн тишкерсе вӗрентекенсемпе вӗренекенсене тӗпчевре мӗне тӗп вырăна хумаллине, мӗн çине пусăм тумаллине анлăн ăнлантарчӗç. Конференцие хатĕрлекен вĕрентекенсене, хатĕрленнĕ вĕренекенсене тав сăмахĕсем каларĕç. Малашне те çитĕнӳсем тума сунчӗç.


Нет комментариев